Адрианов Михаил Адрианович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Адрианов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Михаил Адрианов
Адрианов Михаил Адрианович
Çуралнă чухнехи ят: Адрианов Михаил Адрианович
Çуралнă вăхăт: 1890 çулхи юпан 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Янташ ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕнĕ Шупашкар хули)
Вилнĕ вăхăт: 1916 çулхи раштавăн 28-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Пулса тухни: хресчен
Пăхăнулăх: Раççей империйĕ
Жанр: пейсаж
Вĕренӳ: Хусанти ӳнер шкулĕ, Санкт-Петербургри ӳнер академийĕ
Стиль: сăрăçă
Пулăшакансем: К. Н. Баратынская

Адрианов Михаил Адрианович (1890 çулхи юпан 25-мĕшĕ, Янташ ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕнĕ Шупашкар хули) — 1916 çулхи раштавăн 28-мĕшĕ) — ӳнерçĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1890 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Янташ ялĕнче çуралнă. Халĕ вăл ял çук, ăна Çĕнĕ Шупашкар хули çăтса янă.

1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче пĕлӳ пухнă, 1917 çулта Санкт-Петербургри ӳнер академин аслă ӳнер училищинче вĕренсе тухнă.

А.А.Силов (1938 çур.) ӳнерçĕ М.А.Адриановăн тăхăмĕ шутланать[1][2].

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Хата" (1915), "Ĕнтрĕк", "Картиш тулашĕ", "Çырана хум çапни" (1916), чăваш пейсажĕсен циклĕ (1908-1915).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Жемчужина волжских городов. Краткая энциклопедия г. Новочебоксарск. - Чебоксары, 2010.
  • Краткая чувашская энциклопедия. - Чебоксары, 2001.
  • Султалак кенеки=Календарь года: 2010. - Чебоксары, 2009.
  • Султалак кенеки=Календарь года: 2005. - Чебоксары, 2004.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Никитина, Эрбина. Гражданин мира с чувашскими корнями — Юлашки улшăну: Вырсарникун, 06 Сентябрь 2015 06:15
  2. ^ Никитина, Эрбина. Четверг, 03 Сентябрь 2015 13:59 Гражданин мира с чувашскими корнями(ĕçлемен каçă)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]