Артамонов Михаил Илларионович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Артамонов Михаил Илларионович

Артамонов студент çулĕсенче
Çуралнă вăхăт: 1898, нарăс, 5
Çуралнă вырăн: Тĕвер кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1972, утă, 31
Вилнĕ вырăн: Ленинград
Ăслăх сфери: истори, археологи
Ĕç вырăнĕ: Патшалăх Эрмитажĕ
Альма-матер: ЛПУ
Паллă вĕренекенсем: С. А. Плетнёва, Л. Н. Гумилёв, А. Д. Столяр, И. И. Ляпушкин, А. В. Гадло, Л. С. Клейн
Паллă: Патшалăх Эрмитажĕн директорĕ (1951—1964)
Чыславсемпе парнесем


Ленин орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Артамонов Михаил Илларионович, — совет тапхăрĕнчи чаплă археолог, историк. 1898 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тĕвер кĕпернине кĕрекен Весьегонск уесĕнчи Выголовăра çуралнă. 1972 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ленинградра вилнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр ĕçлекен çын çемйинчен тухнăскер. 1913 çулта Хулари тăватăкласслă каçхи училищĕнче вĕренсе тухнă. 1914—1916 çç. каçхи курсĕсенче вĕреннĕ. 1917 пуçламăшĕнче ăна çара хĕсмете илнĕ. Кăмăла хăпартсах 1917 çулхи Февраль революцине кĕтсе илнĕ. 1917 ç. пуш уйăхĕнче Совета салтак депутачĕсен Канашĕн членĕ пулать, хыççăнах хăй ирĕкĕпех фронта кайнă. Анăç Двина çинчи çапăçусене хутшăннă.

1917 раштавра Артамонова демобилизациленĕ, ăна Петрограда национализациленĕ Тĕнче банкĕнче ĕслеме хушнă. 1918çулхи çулларан пуçласа 1920 çул вĕçĕчченех Красный Холмра (Тĕвер облаçĕ) халăх çутĕç органĕсенче (шкул ертӳçи, вĕрентӳçĕ) вăй хунă.

19211924 çулсенче Ленинградри университетра, археологипе истори искусств уйрăмĕнче вĕреннĕ. А. А. Спицин, А. А. Миллер, Н. П. Сычёв вĕрентӳçĕсем патĕнче пĕлӳ пухнă. Университетран вĕренсе тухсан археологи кабинетĕнче кĕçĕн ассистент вырăнне юлнă. 1929 çулта хăй тĕллĕн пĕрремĕш экспедицине кайнă — Аялти Тан çине — малти тĕпчев ĕçĕсене тума. Ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вăл сулахай çыранĕнчи Цимлян хули авалхи кĕнеке çăлкуçĕсенче Саркел хула тесе çырнă пулнине çирĕплетсе палăртнă ( 1934—36 çулсенчи алтнисем). 1934 çулта «Совместные погребения в курганах со скорченными и окрашенными костяками» статйишĕн Артамонова диссертаци хӳтĕлемесĕрех истории наукисен кандидат степĕнне тивĕçтернĕ. 1935 çулта — профессор. Тухтăр диссертацине «Скифы. Очерки по истории Северного Причерноморья» статйипе 1941 çулхи çĕртме, 25 хӳтĕленĕ. 1937 çулта АН СССР çумĕнчи Материаллă культурăн истори институчĕнче Европăн феодал тапхăрĕччин секторне ертсе пынă. 1939 çулта институт коллективĕ пĕр сасăллă суйласа И. А. Орбели академика ĕçрен кăларма йышăннă, ун вырăнне Артамонова лартнă (ун чухне вăл тĕпчев кандидачĕ пулнă, партире тăман. ВКП(б) ретне 1940 çулта тин кĕнĕ.) Артамонов ертсе пынипе институт çĕршывăн хăватлă тĕпчев тĕпĕ пулса çитет. Тимлесех чи малтанах уйра ирттернĕ ĕçсене пичетлеме тăрăшаççĕ. Артамонов «Краткие сообщения ИИМК» тата «Материалы и исследования по археологии СССР» пуху серийĕсене никĕсленĕ, «Советская археология» журнала редакциленĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче М. И. Артамонов вăхăтлăха ЛПУ-н археологи кафедрин ертӳçи вырăнне ĕçленĕ, 1949 çулхи нарăс уйăхĕнче ЛПУ-н археологи кафедрин ертӳçи пулса тăрать. Пĕр вăхăт вĕренӳ ĕçĕсемшĕн проректор пулса ĕçлет, 1950 çулхи кăрлач — çу уйăхĕсенче ректор ĕçĕсене туса пынă. 1949 — 1951 çулсенче Атăл-Тан тăрăхĕнчи çĕнĕ çурт-йĕр тăвас çĕрсене кунчен пачах пулман çав тери анлă экспедици пуçтарса, Цимлян шывуправ тĕпне тĕпчеме хатĕрленнĕ.

1951 çулта Эрмитажăн ертӳçине хушса лартнă. 13 çул хушшинче çак ĕç вырăнĕнчи тапхăрта вăл хăйне талантлă, музей ĕçне парăннă администратор пулнине кăтартнă. Унăн яланах пур çивĕч ыйтусемпе принциплă та хăймайлă шухăшсем пулнă. Официаллă идеологипе уйăрăлсах Артамонов паянкунхи живопĕçпе илĕртĕнме пуçланă. Вăл хистенипе Эрмитажра Пикассо кăтартăвне йĕркеленĕ, импрессионизм классикĕсен ĕçĕсене упраса хăварнă. Музейĕн шалти кăтартăвĕнче М. М. Шемякинăн ĕçĕсене вырнаçтарни ăна ĕçрен кăлармалли сăлтав пулса тăрать. «Ирĕлӳ» тапхăрĕнче тĕрмесенчен таврăннă тĕпчевçĕсене пулăшма тăрăшнă, вĕсем хушшинчеЛ. Н. Гумилёв, Б. А. Латынин, М. А. Гуковский, И. Г. Спасский.

Ĕçрен кăларсан (1964) пĕтĕм вăйне, вăхăтне ЛПУ-н истфакра, вĕрентӳ ĕçне парать. М. И. чăн тĕпчевçĕ пекех, ĕç сĕтелĕ умĕнче статьяна çырсах вилĕме кĕтсе илет.

М. И. Артамоновăн çав тери анлă тĕпчев кăсăклăхĕсем пулнă, малти бронзă тапхăрĕнчен пуçласа Вăтам ĕмĕрсемчен. Çав тĕпчев ĕçĕсене вăл пĕр харăсах тенĕ пекех аталантарса пынă. Унăн чи чаплă çитĕнĕвĕ Тухăç Европăри çеçенхирсен вăтам ĕмĕрсенчи малти тапхăрĕнчи историне аталантарнă: куçса çӳрекен йăхсен тĕпленсе пурăнма тытăнни, политогенез ыйтăвĕсем. Çак тĕпчевсенче тĕп вырăна хасарсен историйĕ йышăнса тăрать. Çак ĕçсене тĕпчевçĕ хăй тĕллĕнех, ним çук çĕртенех хăпартса, археологи енчен те, унта вăл чи пĕрремĕш утамçă пулнă, çыруллăх историйĕ енчен те тишкерме тапратнă. Археологи алтăвĕсене ирттерсе тата чылай массивлă истори çăлкуçсемпе литературăна пăхса тухса, Артамонов тĕнчере пĕрремĕш Хасар хаканлăхĕн историн системлă куçлавне çырнă. «История СССР с древнейших времён до образования древнерусского государства» (1939) кĕнекинче вăл Хасари СССР халахĕсен историнче паллă вырăн йышăннине ĕненмелле кăтартнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче «космополитлă» тĕнче курăвлăхĕсемпе çапăçнă чух Артамонова унăн шухăш-ăнланăвĕсемшĕн совет ертӳçĕсенчен тата юлташ тĕпчевçĕсенчен хытă ятлав лекнĕ. Монографие пĕтĕмĕшле калапăшĕпе пичетлесе кăларасси 1962 çулта çеç пурнăçа кĕнĕ. Кун хыççăн ĕнтĕ хасарсене тĕпчес ĕçе çав тери тиркенине пĕтернĕ, çак тĕпчев ярăвĕ илпеклĕ аталанма тытăннă. Артамонов скифологи тĕпчевне тепĕр хут чĕрĕлтерес ĕçе сахал мар вăй хунă. Çаплах унăн славян-вырăс аваллахĕсемпе кăсăкланни этногенез, славянсен пурăну çĕрĕсене, авалхи вырăс ӳнерлĕхĕ ыйтăвĕсене çĕнĕрен хăпартнă. Артамонов хытса ларнă догмасене пăханса ĕçлемен. Славян проблематикипе вăл вилес умĕн «Первые страницы русской истории в археологическом освещении» çырса хунă, анчах та ытла хыта хăюллă пĕтмлетĕвĕсене пула ăна 1990 çклта кăна пичетленĕ.

Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленин орденĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе медальсем.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Темиçе вун статьясемпе монографисен авторĕ, 30 чылай археологи экспедицисен ертӳçи. Нумай ăру-тĕпчевçĕсене ăс парса çитĕнтернĕ, вĕсен хушшинче чи паллисем: С. А. Плетнёва, Л. Н. Гумилёв, А. Д. Столяр, И. И. Ляпушкин, А. В. Гадло.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]