Босфор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Спутникран тунă Босфор сăнĕ

Босфор (туркк. İstanbul Boğazı «Стамбул проливĕ», грек Βόσπορος «Ӗне каççи»), Фраки Боспорĕ — Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинче вырнаçнă пролив, Мраморпа Хура тинĕсе çыхăнтарать. Дарданеллăпа пĕрле — Хура тинĕсе Вăтаçĕр тинĕсĕпе пĕрлештерет. Пролив хĕрринче вырнаçнă Стамбул (ĕлĕкрех Константинополь)ăн икĕ çыранне те йышăнать. Пролив тăршшĕ 30 çухрăм, чи сарлака вырăн — 3 700 метр, чи ансăр вырăн — 700 метр. Форватер тарăнăшĕ — 36-124 метр.

Ячĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халапа ĕненес пулсан пролива Аргосри патша хĕрĕн ятне панă. Зевс Ио ятлă хĕре юратнă пулнă. Арăмне, Герăна, çиллентерес мар шухăшпа Зевс хĕртен ĕне туса хурать. Ио, çăлăнăç шыраса, шыва сикет. Çапла май пролива «ĕне каççи» теме пуçланă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пролив 7500-5000 пин çул каялла йĕркеленнĕ. Ăсчахсем шутланă тăрăх юлашки пăр тапхăрĕн вĕçнелле Вăтаçĕрпе Хура тинĕсри шыв калăпăшĕ самай нумайланса кайнă пулнă. Çав шыв вара çул шыраса пĕр-ик хушшинчех çак пролива туса хунă пулать.

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пролив çыранĕсене икĕ кĕпер çыхăнтарать: Босфор кĕперĕ (1973 çулта тунă) тата Мехмет Фатих Султанăн кĕперĕ (1988 çулта тунă). Виççĕмĕш кĕпер тăвас шухăш пур, анчах та ăна ăçтарах вырнаçтарасси хальлĕхе паллă мар — Турци правительстви кĕпер тума шутланă вырăнти çĕр хакланса кайма пултарассинчен шикленсе пулас кĕпер вырăнне пĕлтересшĕн мар.

Çавăн пекех «Marmaray» чукун çул тоннелне ăсталаççĕ — ăна 2012 çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă.