Версаль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Версаль (пӗлтерӗшсем) пăхăр.
Паллă вырăн
Версаль керменӗ
Chateau De Versailles
Патшалăх Франци
Архитектура стилĕ неоклассицизм
Статус тӗнче сыхланӑвӑнче
Тăрăм Ĕçлет

Версаль — Францири керменпе парк ансамблӗ, Версаль хулинчи франци патшисен резиденцийӗ пулнӑ, халӗ Париж хулине кӗрет; тӗнче туризмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулса тӑрать.

Версаль керменне 1661 ҫултан пуҫласа Людовик XIV ертсе пынипе, «патша-хӑвел» тапхӑрӗн абсолютизмӑн шухӑшлавне архитектура ӳнерӗнче кӑтартса пӗлтерекен палӑкӗ май тума пуҫланӑ. Ертсе пынӑ архитекторсем — Луи Лево тата Жюль Ардуэн-Мансар, паркне тӑваканӗ — Андре Ленотр пулнӑ. Версаль ансамблӗ, Европара чи пысӑкки, калӑпӑшӗн тулли ҫыхӑнӑвӗн тата ҫӗр ҫийне илемлӗн улӑштарнин сайра шухашлавӗпе уйӑрӑлса тӑрать. XVII ӗмӗр вӗҫӗнчен Версаль европа монархӗсемпе аристокрачӗсен хула ҫумӗн пурӑнас вырӑнӗшӗн тӗслӗхлӗ пулнӑ, анчах тӳррен пӑхса туса лартни пӗрре те ҫук.

1682 - 1789 ҫулсенче, Аслӑ франци революцийӗччен, Версаль официаллӑ король резиденцийӗ пулнӑ. 1801 ҫултан килсе куракансем валли музей статусӗ уҫӑлнӑ; 1830 ҫултан Версалӗн пӗтӗм архитектура ушкӑнӗ музей пулса тӑнӑ; 1837 ҫулта король керменӗнче Франци кун-ҫулӗн музейӗ уҫӑлнӑ. 1979 ҫулта Версаль керменӗ тата паркӗ ЮНЕСКО тӗнче этеплӗх пуянлăхӗн ят-йышне кӗнӗ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Verlet, Pierre. Le château de Versailles. Paris: Librairie Arthème Fayard, 1985.
  • Ирина ОЛЬТЕЦИАН, Свет и тени Короля-Солнца. // Газета «История» № 1/2009, Издательский дом «Первое сентября».

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]