Вутă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вутă çурни
Вутта пасара илсе кайни

Вутăçутăпа ăшă тумашкăн кăмакара, кăвайтра çунтармалли йывăç татăкĕ.

Раççейре вутă пахалăхне ГОСТ 3243-88 йывăç тĕсĕпе, тăршшĕпе, варринци çĕрĕкĕн лаптăкĕпе (урлă каснă лаптăкĕн проценчĕпе), çĕрĕк йывăçсен пайĕпе (урлă каснă лаптăкĕн 30 - 65 % çĕрĕк) тата туратсен юлашкин çӳллĕшĕпĕ нормăллаççĕ.

Хурăн вутисем чи хĕрӳллисем шутланаççĕ, ăвăс вутти - чи сивви.

Вутă çурмалли пуртă е колун
Гидравликăпа аутă çуракан машина

Вутăна хатĕрлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вутă шаршанĕ

Вутăна ытларах пуленке туса типĕтсе упраççĕ. Йывăçа, тĕпĕнчен касса ӳкернĕ хыççăн, вулипе шултра турачĕсене пăчкăпа 40-60 см тăршшĕпе татаççĕ, кайран пуртăпа тăрăхла çураççĕ. Çурма ятарлă пуртă-колунпа усă курсан çăмăлтарах, унăн çивĕчĕшĕ савăл евĕр (30° танрах). Колунпа пысăк та тачă йывăçа çурма пулать. Пуртă пуленке çине çивĕчĕшĕпе кĕрсе ларкалать. Вара, пуртăна кăларас е çурса ярас тесе тӳртĕшпе тунката çине туртса çапаççĕ.

Сĕнӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Кĕскерех йывăç сыппине çурмаа çăмăлрах.
  • Сивĕре йывăç лайăхрах çурăлать.
  • Нумай тикĕтлĕ вутăпа хутнă хыççăн (çав шутрах хурăн) кăмакана пĕр-икĕ ăвăс сыппине хумалла. Вĕсем çутă хĕрлĕ кăвак тĕспе çунса хăрăма пĕтерсе тикĕт юлашкине çунтрса яраççĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Миттинг Л. Норвежский лес: Скандинавский путь к силе и свободе / Ларс Миттинг. — М.: Эксмо, 2017. — 10000 экз. — ISBN 978-5-699-90007-7

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]