Вычегда (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вычегда (юханшыв)
Характеристика
Тăршшĕ 1130 км
Бассейн  лаптăкĕ  121 000 км²
Шыв системи Çурçĕр Двина → Кара тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 1160 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Тиман кряжĕ
 • Координатсем 62°26′36″ с. ш. 55°12′49″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/P
Шыв вăрри Çурçĕр Двина
 • Вырнаçу Котлас
 • Координатсем 61°17′00″ с. ш. 46°37′10″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/P
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Коми Республики , Архангельск облаçĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Вычегда (юханшыв) (Раççей)
Точка
Точка
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри


Вы́чегдаРаççейĕн çурçĕр Европа пайĕнчи юханшыв, правый, Çурçĕр Двинан сылтăм, чи пысăк юппи.

Тăсăлăвĕ 1130 çм, бассейн лаптăкĕ 121 пин çм².

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бассейн лаптăкĕ тайга вăрманĕпе хупланнă (чăрăш, хыр, хурăн тата ур.), шурлăх чылай (шурлăхлăхĕ 18,6 % çити).

Тиман кряжĕн кăнтăр айăккинчи Дзюр-Нюр шурлăхĕнче икĕ юханшыв — Лун-Бож тата Вой-Вож — пĕрлешĕннĕ тĕлте пуçланать.

Тури (пуçламăшĕнчен Нема юхса кĕриччен, 346 çм), Вăта (Усть-Немран пуçласа Сысола юхса кĕриччен, 489 çм) тата Анат Вычегдăна (Вымьрен пуçласа вăррине çитиччен, 296 çм) пайланать. Çурçĕр Двинана Котлас хули патĕнче юхса кĕрет. Коми Республики тата Архангельск облаçĕн çĕрĕсем тăрăх юхать.

Бассейн рельефĕ темиçе хутчен те пăрланнă, уйрăмах Çурçĕр тинĕсĕн юлашки трансгрессипе пулса тăнă. Çийĕ тӳрем, çӳллĕшĕ вăтамран 120—150 м. Юханшыв айлăмĕсем анлă, аллюви айлăмĕсем хĕсĕк, террасăсăр. Бассейн пермь тапхăрĕнчи çĕр-тăпра (тăм, мергел), чул кăмрăк акшарĕ, юр тапхăрĕн тата пурă тăприллĕ çĕр.

Шыв çулĕ кукăрăлчăк, çыран тайлăкĕ сĕвек (0,000162).

Вычегдăн тури пайĕ татаăлса пĕтнĕ сăртлă 200—250 м çуллĕшлĕ плато. Айлăм анлăшĕ — 150-200 м, тарăнăшĕ — 20-40 м. Шыв çулĕ кукăрăлчăк, шыв сикки, ăшăх вырăн нумай, хăвăрт юхăмлă (0,6-0,7 м/çек). Юханшыв кунта анлă (15-20 м пуçласа 80 −100 м çити), вăтам тарăнăшĕ 3 м (чи тарăнни 10 м). Юр шывĕллĕ (43-48 %), карст тăпри (акшар, доломит) пулнипе çăлкуç шывĕ (35-40 %) те пур. Помоздино ялĕ çумĕнчи шывлăх 49,6 м³/çек.

Вăтам Вычегда бассейнĕ Тиманским кряжĕпе Çурçĕр Увалĕсем çӳллĕшĕ хушшинчи анлă айлăма йышăнать. Тури пайĕнче Немпа Жежимпарма çӳллĕшĕсем хушшинчи Керчем айлăмпа, анатарах — шурлăхла тӳрем айлăмпа юхать. Бассейнăн сылтăм пайĕнче кӳлĕсем (Донты, Синдорское). Карст аталаннă (Нем, Çурçĕр Кельтма, Вымь). Айламăн анлăшĕ 10 км. Йăлăмĕ сарлака, яланхилле ик-енлĕ, çаранлă, шурлăхлă, нумай юхăм. Çул йĕрĕ 100 - 680 м анлăшлĕ, вĕт чулпа хăйăр-тăмлă, неустойчивое с перекатами (свыше 120), отмелями и островами. Глубина на перекатах до 0,5 м, на плёсах 1,5-5 м. Юхăм хăвăртлăхĕ — 0,3-0,6 м/çек (çуллахи межень) пуçласа 1,5-1,8 м/çек (шыв ейĕвĕнче). Вычегда меандрланса вĕçленмен юханшыв шутланать. Шывлăхĕ 162 (Усть-Нем) пуçласа 601 м³/сек (Сыктывкар) çити пулать. Юханшыв ытларах (до 60 %), çумăр (15-30 %), çĕр айĕнчи (15-35 %) шывĕпе тулать. Çурхи ейӳ тапхăрĕнче юханшыв темиçе метра (Сыктывкар патĕнче — 2 пуçласа 6 çити) хăпарать, айлăма темиçе километра çити шыв илет.

Анат Вычегдăри ландшафтпа гидрологи никĕсĕсем Вăтам Вычегдăри пекех.

Вăрри çывăхĕнчи шывлăх — 1160 м³/çек.

Хăйĕн çине 1137 юппин шывне йышăнать. Чи пысăккисем: Воль, Вишера, Вымь, Елва, Яренга — сылтăммисем; Кăнтăр Мылва, Нем, Çурçĕр Кельтма, Локчим, Сысола, Виледь — сулахаййисем. Çурçĕр Кельтма, Вымь тата урăх юпписенче сёмга вăлча пăрахать

Шывпа çӳреме юрăхлă: çуркунне Вольдино (959 км) пристăнне çити, çулллахи-кĕрхи тапхăрта — Усть-Кулома (693 км) çити.

Шыв çулĕ пĕр вырăнта тăманнипе, хăйăрлăхсем куçнипе Вычегда Раççейре пĕрремĕш вырăнта шутланать, çак вара карапсемпе çуреме чăрмав кӳрет.

Паллă пристанĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сольвычегодск, Яренск, Межог, Айкино, Сыктывкар, Усть-Кулом.

Вычегда çинчи ял-хула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăк хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Коми чĕлхинче юханшывăн авалхи ячĕ — Эжва, вăл «сарă юханшыв» тени пулать.
  • Мускав-Сыктывкар хушшинчи «Вычегда» ячĕллĕ РЧÇ фирма пуйăсĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]