Гаген-Торн Нина Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нина Ивановна Гаген-Торн
Çуралнă вăхăт: 1900, раштав, 15
Çуралнă вырăн: Петербург, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1986, çĕртме, 4
Вилнĕ вырăн: Пушкин
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: вырăс çыравçи тата сăвăçĕ
Ĕçсен чĕлхи: вырăс

Нина Ивановна Гаген-Торн (2 (15) раштав 1900, Санкт-Петербург — çĕртме, 4 1986, Пушкин) — вырăс этнографĕ, историкĕ, сăвăçи тата мемуар-çыравçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăсланнă швед, Иван Эдуардович Гаген-Торн çемьинче, çуралнă.

Петроград университетĕнче вĕренсе тухнă (1924). Çурçĕр халăхĕсен институтĕнче, Антропологипе этнографи институтĕнче тата ур. çĕрте ĕçленĕ. Атăлçи халăхĕсен культура, фольклор тата этнографи ыйтăвĕсене тĕпченĕ. Истори ăслăлăхесен кандидачĕ (1946).

1936 çулта ăна аресленĕ, 58-10/2 статьяпа айăпласа 10 çуллăха лагере хупнă; Колымара асапланнă (1942 ç. ирĕке кăларнă). 1947 çулта тепĕр хут аресленĕ те 5 çуллăха лагере хупнă; Мордовире ларса тухнă. Хыççăн Çĕпĕре пурăнма янă.

1954 çулта таврăннă, 1956 çулта таса ята тавăрнă.

1955—1977 çулсенче СССР ĂА Ленинград уйрăмĕн Н. А. Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнографи институтĕнче ĕçленĕ. Этнографи тĕпчев ĕçĕсемсĕр пуçне «Слово о полку Игореве» кăссайăн хăшпĕр тĕттĕм кĕтесĕсене çутатса парасшăн тăрăшнă.

Н.И. Гаген-Торн ача-пăча, çамрăклăх, тĕрмери мемуар прозине хайланă. Нумай çул хушши сăвăсем çырнă. Н. И. Гаген-Торнăн «лагерь» поэзийĕ А. Барковăн, В. Шаламовăн, Ю. Домбровскин тата ур. ĕçĕсемпе пĕр шайрах тăрать.

Ленинград облаçĕнчи Мăн Ижорăра пытарнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]