Галкин Александр Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Галкин
Çуралнă чухнехи ят: Галкин Александр Алексеевич
Çуралнă вăхăт: нарăс, 12, 1928
Çуралнă вырăн: Чулкаç ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2002, ака, 9
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР,
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: Проза, поэзи, куçару ĕçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1977), Чăваш халăх сăвăçĕ (1997)
Галкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Галкин Александр Алексеевич (1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Чулкаç ялĕ2002 çул, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ[1][2]

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (1977), Чăваш Республикин халăх сăвăçи (1997), СССР ÇП айташĕ (1963).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. 1948 çулта Калининăри педагогика училищинче, 1953 çулта Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса, «Тăван Атăл» журналта тĕп редакторĕн ĕç вырăнĕнче, «Капкăн» журналăн литература уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

Çыравçă 2002 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн литература енчи пултарулăхне Аленксандр Галкин нумай енчен кăтартнă. Сăвăсем, поэмăсем, калавсем, юптарусем çырнă. Çавăн пекех нумай куçарнă. Ачасем валли те нумай хайланă.

Александр Галкинăн пĕтĕмпе 30 кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «Пĕчĕк ĕçченсем» (1958);
  • «Сурăм шарлакĕсем» (1961);
  • «Хăрушă тĕлĕк» (1969);
  • «Пурнăçра — пĕр мыскара»
  • «Сĕрен кĕперĕ умĕнче»
  • «Тăван тавралăхра»
  • «Кукăр пăшал»
  • «Сиплĕ сăмах»
  • «Вăйăран вăкăр»
  • «Туссем»
  • «Хĕвел тухсан»
  • «Хаваслă ачасем»

Вĕсенчен вырăсла 5 кĕнеке, тутарла 1 кĕнеке тухнă.

Ун сăввисем çине Ф. Лукин, Г. Лебедев, Г. Хирбю, А. Асламас тата ытти композиторсем икçĕре яхăн юрă хывнă, çав шутра. «Шупашкар каçĕсем», «Кăвак чечексем», «Санпа кăна», «Сурăмпала Выла хушшинче», «Аннене», «Çĕмĕртсем ларсассăн çеçкене», «Мĕн кирлĕ-ши».

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • «Чăваш литературин антологийĕ», Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм, Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
  • Айдаш, Ю. Кун–çулăн анлă тĕкĕрĕ / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. – 2006. – № 4. – С. 2-3.
  • Александр Галкин // Çилçунат. – 1999. – № 10. – С. 25.
  • Галкин, А. Çулсем иртсен / А. Галкин // Тăван Атăл. – 1996. – № 3. – С. 5-6.
  • Гордеева, Н. Хисеплӗ ҫынна манмастпӑр / Н. Гордеева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк р-нӗ). – 2008. – 1 пуш. – С. 2.
  • Григорьев, Н. Пур кăмăлтан // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарла чĕлхе / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 159-171 ; |авах // Григорьев, Н. Еçпе ĕмĕт / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1985. – С. 78-92.
  • Eливанова, Г. «Эп ăсатнăн туйрăм хамăн пурнăçа...» / Г. Eливанова // Хыпар. – 2003. – 9 ака
  • Eнейкина, Г. Ăcталăх пархатарĕ / Г. Eнейкина // Тăван Атăл. – 1993. – № 3. – С. 66–70.
  • Eфимов, Л. А. Александр Алексеевич Галкин // Eфимов, Л. А. Элĕк енĕ : историпе краеведени очеркĕсем / Л. А. Eфмиов. – Элĕк, 1994. – С. 278–279.
  • Ларионов, Н. Кӗнеке – чун апачӗ / Н. Ларионов // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2009. – 24 кӑрлач.
  • Луч, Г. Кулăш ăсти / Г. Луч // Чăваш ен. – 1998. – 7–14 нарăс (№ 5). – С. 5.
  • Луч, Г. Унăн поэзийĕ çирĕп тĕллевлĕ / Г. Луч // Хресчен сасси. – 1998. – 11 нарăс.
  • Сементер, Ю. Çĕн йĕркелӳ мыскарисем / Ю. Сементер // Хыпар. – 1996. – 21 пуш.
  • Элментер, И. Тивĕçлипе хакланă / И. Элментер // Хыпар. – 2000. – 13 авăн.
  • Антонова, З. С. Галкин Александр Алексеевич / З. С. Антонова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 396-397.
  • Афанасьев, П. Галкин Александр Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 91-92.
  • Галкин Александр Алексеевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2002. – 11 апр.
  • Григорьев–Изембек, И. Семь граней таланта / И. Григорьев–Изембек // СЧ – Столица. – 1997. – 18 нояб. – С. 4.
  • Из личной библиотеки – в Национальную // Совет. Чувашия. – 2002. – 30 окт.
  • Красотина, М. Знакомил чувашей с Пушкиным и Есениным / М. Красотина // Совет. Чувашия. – 2009. – 2 июля. – С. 3.
  • Петрова, М. «Поэзия его была многогранна...» / М. Петрова // Порецкие вести. – 2008. – 13 февр. – С. 3.
  • Семендер, Ю. «Eдкие» строки / Ю. Семендер // Совет. Чувашия. – 1998. – 25 февр.
  • Тимуков, А. Н. Галкин Александр Алексеевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 120.
  • Тихоход, Н. Дом поэта : [об установлении мемориал. доски нар. поэту Чувашии Александру Галкину] / Н. Тихоход // Чебоксар. новости. – 2009. – 2 июля. – С. 1. – (Дела столичные).
  • Ялгир, П. Галкин Александр Алексеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 27–28.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]