Дуняк Ольга Александровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Дуняк
Ольга Александровна Дуняк
Ольга Александровна Дуняк
Çуралнă вăхăт: 1940 çулхи юпа, 19
Çуралнă вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Гражданлăх: Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Жанр: илемлĕ кантăкпа тăм ÿнерçи
Вĕренӳ: Ленин хулинчи В.И.Мухина ячĕллĕ аслă ÿнер-промышленность вĕрентĕшĕ (ЛВХПУ)

Дуняк Ольга Александровна — Чăваш Ен тава тивĕçлĕ ÿнерçи, СССР ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Илемлĕх тĕнчире Ольга Дуняк нумай енлĕ ÿнерçĕ, илемлĕхĕн тĕрлĕ евĕрĕнче те ирĕклĕн хуçаланать: çу сăрри те, илемлĕ кантăкпа хрусталь те, капăр тăм та ун аллине çăмăллăнах лараççĕ. Çутçанталăк уншăн иксĕлми çăлкуç пулса вăй-хăват парать. Çу ÿнерĕнче те, кантăкра та çутçанталăкăн тĕрлĕ сăнарне сăнлать."Çуркунне", "Çуллахи кун", "Армути", "Çумăр хыççăн", "Лăпкă кÿлĕ" пир çинчи ĕçсем хăйĕн сăнарĕсен курăнăвĕсене кантăк хайлавĕсенче тупнă: "Кăштах çил", "Ĕнтрĕк", " Вăрманти çумăр", "Сывлăм ÿкни", "Курăксем", "Кĕрхи". Капăр тăм ĕçĕнче ÿнерçĕ хăй шухăшĕсене пурнăçа кĕртме çĕнĕ мелсем шырать: "Ÿнерçĕпе сăнарĕ", "Частушкăсем", "Авалхи кĕвĕ", "Туслăх" хайлавсем, "Чăваш юрри", "Туй" капăрлă турилккесем, "Чăваш уявĕ" савăт-сапа.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ольга Александровна Дуняк 1940-мĕш çулта, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта, илемлĕхе ăнланакан, юратакан кил-йышра çуралнă. Ашшĕ, Александр Александрович Дуняк, Чăваш Ен вырăс драма театрĕнче вăй хунă, РСФСР тава тивĕçлĕ артистĕ пулнă. Амăшĕ, Ольга Ивановна, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче вĕрентнĕ. 1948-1958-мĕш çулсенче хĕрача Шупашкарти 5-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ, çав вăхăтрах 6 çул хушши ача-пăчана кĕвве вĕрентекен шкула çÿренĕ.

1958-1963-мĕш çулсенче Шупашкар илемлĕх вĕрентĕшĕнче (ЧХУ) вĕреннĕ. Унăн вĕрентекенĕсен хушшинче Чăваш Енĕн паллă ÿнерçисем — Е.Е. Бургулов,В.С. Гурин, И.Т. Григорьев, В. С. Семёнов,П.Г.Григорьев-Савушкин, Ермолаева Р.М. Вĕренĕвне "Атăл çине çуркунне килнĕ" (пир, çу сăрри), ятлă диплом ĕçĕпе "питĕ лайĕх" паллăпа вĕçлет.

Çав çулах Ленинхулинчи В.И.Мухина ячĕллĕ аслă ÿнер-промышленность вĕрентĕшне (ЛВХПУ), кĕнĕ. В.Ф.Марков, В. С. Васильковский, К.М. Митрофанов, Ф.С. Энтелис профессорсем, А.И.Маев доцент унăн ăсталăхне малалла аталанма пулăшнă.

1970-мĕш çулта ку аслă вĕрентĕше те пултаруллă хĕр ăнăçлăн вĕçлет. 1970-1980-мĕш çулсенче "Чувашстройматериалы" пĕрлешÿре тăм-ÿнер савăт-сапа ăсталăхĕн цехне ертсе пынă, вăл ăсталанă калăп-тĕслĕхсене Чăваш Ен тата пĕтĕм çĕршыв илемлĕх канашĕсем хапăлласах йышăннă.

1972-1990-мĕш çулсенче РСФСР ÿнер фончĕн чĕваш хайла-ăсталăх лаçăсенче ĕçленĕ. 1980-мĕш çулта СССР ÿнерçисен ушкăнĕн пайташĕ пулса тăрать. 1980-2000-мĕш çулсенче Шупашкар илемлĕх вĕрентĕшĕнче вĕрентекен пулса ĕçлеть, çамрăк ăруна хатĕрлет.

1996-1997-мĕш çулсенче Ольга Александровна икĕ ăстрăм тăм-ÿнерçисене вĕрентсе кăларать. Унăн чылай вĕренекенĕсем аслă вĕренÿ пÿлĕхĕсенче малалла вĕреннĕ.

1981-1983-мĕш çулсенче вăл Чăваш Ен ÿнерçисен ушкăнĕн Тытăм пайташĕ, халăх ăстисемпе ĕçлекен ушкăнĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет.

1983-1985-мĕш çулсенче Чăваш Ен ÿнерçисен ушкăнĕн капăрлату-ăстаçу ÿнер Пайĕн пайташĕ.
1984,1986,1987,1989 -мĕш çулсенче Дон-çи-Ростов хулинче РСФСР ÿнерçисен ушкăнĕн хайла-ăсталăх лаçăсенче илемлĕ кантăк хайлавĕсем ирĕклĕ вĕрсе тунă майпа пурнăçлăть. Ăна хăй ĕçĕн ăсти, кантăк вĕрекен Виктор Веретельников икĕ çынтан тăракан ушкăнĕпе пулăшнă. Ку ĕç çăмăл мар, кантăк хайлавĕсене Ростовран Донпа Атăл тăрăх Шупашкара илсе çитерме те эрне пек вăхăт иртнĕ.

1988-мĕш çулта Ольга Александровнана Чăваш Ен тава тивĕçлĕ ÿнерçи ятне панă.

Ӳнерçĕ тĕрлĕ илемлĕх кăтартувĕсенче хутшăннă. Унăн чылай ĕçĕсем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче упранаççĕ.

Суйласа илнĕ илемлĕх кăтартăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. 1972 Мускав - "Раççей çамрăклăхĕ"
  2. 1973 ГДР - СССР тунăранпа 50 çул çитнине халалланă кăтарту
  3. 1973 Мускав - В.И.Мухина ячĕллĕ аслă ÿнер-промышленность вĕрентĕшĕн (ЛВХПУ), вĕренекенсен диплом ĕçĕсен
  4. 1974 Ленинхули - Вырăс музейĕ - Чăваш Ен ÿнерçисен хайлавĕсен
  5. 1980 Мускав - ЦДХ - Чăваш Ен ÿнер илемлĕхĕ
  6. 1987 Мускав - "Ÿнерçĕ тата вăхăт"
  7. 1988 Шупашкар - Хăйĕн ĕçĕсен кăтарту
  8. 1990 Шупашкар - К. В. Иванова 100 çул çитнине халалланă кăтарту
  9. 1993 Шупашкар - Хăйĕн ĕçĕсен кăтарту
  10. 1996 Шупашкар - Чăваш Ен ÿнерçисен хайлавĕсен кĕрхи кăтарту
  11. 1999 Мускав - Пĕтĕм Раççей ÿнер илемлĕхĕ "Раççей"
  12. 2001 Шупашкар - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ - Хăйĕн ĕçĕсен кăтарту "Çурхи кĕвĕ сасси"

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ургалкина Н. А. Художники Чувашии. Л.,"Художник РСФСР".1978.
  • Трофимов А.А. Проблемы народного искусства Чувашии. Чебоксары-1984, с.40-41.
  • Изделия декоративного, культурно-бытового и хозяйственного назначенияиз керамики.М., Мин. промышленности стройматериалов СССР,1978.Каталог.
  • Изобразительное искусство советской Чувашии. М., "Советский художник"1980.Составители альбома: Н.В.Воронов, А.А.Трофимов.
  • Чувашское народное искусство. Чебоксары, 1981.Составители альбома: Э.Д.Мезжатова, А.А.Трофимов.
  • Червонная С.М. Волжская весна—Советская культура, 1985, 23 мая.
  • Николаева Е.Б. И в красках мир увидеть...—Советская Чувашия,1973, 30 января
  • Ётова И. Фантазии "высокого огня"—Советская Чувашия,1985, 14 марта
  • Ольга Дуняк. Художественное стекло.Каталог выставки.Автор статьи искусствовед- Л. В. Семечкина
  • Весенний аккорд.Каталог выставки О.А. Дуняк. Автор статьи- Н В Сыромятникова. Чебоксары-2002
  • О.А.Дуняк. Несколько слов о художественном стекле и о себе. "Этюд", ежемесячная газета Ассоциации молодых художников, октябрь, Чебоксары-2002

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чувашский государственный художественный музей|Произведения О.А.Дуняк в фондах Чувашского государственного художественного музея
Чувашская энциклопедия
Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Дуняк Ольга Александровна 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.