Ефремов Николай Прокопьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ефремов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ефремов Николай Прокопьевич

Виççĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1860, раштав, 1
Çуралнă вырăн Шупашкар, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1921, çулла
Вилнĕ вырăн: Хусан
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: православи
Парти: Конституциллĕ-демократи
Ĕçлев тĕсĕ: Вăрман усламçи, Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕ.

Ефремов Николай Прокопьевич (Прокофьевич) (1860, раштав, 11921, Хусан) — раççей патшалăх ĕçченĕ, купса. Раççей империн III чĕнĕвĕн патшалăх думин Хусан кĕпернинчен депутачĕ. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарти (Воробьёв композиторсен урамĕ, 10) Ехрем хуçан (Николай Прокопьевич Ефремовăн) 1910 çулта хăпартнă çурчĕ[1]

I гильдири Прокопий Ефремов купса килĕнче çуралнă. Килтех пĕлӳ илнĕ.

Вăрман усламçи, хăма çуракан савут пулнă. Нумай çĕр тытса тăнă. «П. Е. Ефремов с сыновьями» сутăиилӳ çуртне ертсе пынă.

1907 çулта юпан 14-мешĕнче III Патшалăх Думине Хусан кĕпернин суйлав пухăвĕн суйлакансен пĕрлехи йышĕнчен суйланă. Кадетсен фракцинче тăнă. Сутă-илӳпе промăçлăх комиссин пайташĕ. 1908 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнче депутат пулма пăрахнă[2] (унăн вырăнне Н. Д. Сазонова суйланă[3]).

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Машăрланмасăрах Александра Флегонтовна Иевлевăпа арлă-арăмлă пурăннă. Совет влаçĕ çуртне конфискацилесен Н. П. Ефремов арăмĕпе Хусана куçса кайнă, унтах 1921 çулта выçса вилнĕ[4].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]