Интернет радио

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Интернет-радио е веб-радио — Интернет эрешĕ тăрăх юхăмлă аудиоданнăйсене куçармалли технологисен ушкăнĕ. Çаплах интернет-радио тата веб-радио терминсемпе Интернетра юхăмлă хыпарлассин технологийĕпе усă куракан радиостанцине палăртаççĕ.

Интернет-радио усă куракан технологисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернет-радио системин технологийĕ çак тĕп элементсенчен тăрать:

  1. Станци — аудиоюхăма генерировать тăвать (файл пуххинчен, аудио карта çинчен тӳрех цифровой формата куçарса е пĕр-пĕр эрешри юхăмран копи илсе), вара сервера ярса парать.
  2. Сервер — аудиоюхăма станцирен йышăнса унăн кописене хăйĕнпе çыхăннă клиентсене ярса парать.
  3. Клиент, юхăма сервертан йышăнса, ăна радиоитлекене валли аудиосигнала куçарать.

Сасăллă даннăйсемпе пĕрле плеерта курăнакан станци тата çак вăхăтра пыракан композици çинчен пĕлтерекен информаци куçать.

Станци вырăнне ятарлă плагин-кодеклă ахаль программа-аудиоплеер е специализированнăй программа (тĕслĕхрен, ICes, EzStream, SAM Broadcaster), е тата аналоговăй юхăма цифровойне куçаракан аппаратнăй устройствăпа усă курма пулать.

Интернет-хыпарлу серверĕсем питĕ нумай. Чи паллисенчен пĕри — Nullsoft компанийĕн ятарласа хăйĕн Winamp проигрывателĕ валли тунă Shoutcast север. Тепĕр сервер, Icecast, нумай функциллĕрех тата ирĕклĕ майпа (GNU GPL условийĕсем тăрăх) сарăлать. Shoutcast çумĕнче Icecast темиçе аудиоюхăм куçарма пултарать, сахалрах ресурспа ĕçлет, тăтăшах çĕнелет, UTF-тегсемпе тата тĕрлĕ аудиоформатсемпе ĕçлеме пултарать, анчах та ăна тӳрлетме йывăртарах.

Сервер аудиоданнăйĕсен тĕрлĕ форматсем пулма пултараççĕ, калăпăр: MP3, Ogg Vorbis, RealAudio.

Сервер программисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • SHOUTcast
  • Icecast

Çаплах пăхăр:[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Last.fm
  • Moskva.fm

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]