Кенотаф

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кенотаф, Уайтхолл, Лондон. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă британсене халалланă кенотаф. Архитектор — Эдвин Лаченс

Кенота́ф (ав.гр. κενοτάφιον, κενός — пушă тата τάφος — вилтăпри), çаплах ценота́ф — вилене пытарман çĕртре лартнă вилтăпри палăкĕ.

Кенотафа çак сăлтавсене пула туса лартаççĕ:

  • сарăмсăр вилнĕ çынăн келетки çухалнă е ăна пĕтернĕ пулсан (тĕслĕхрен, çĕр чĕтреннĕ чухне, вăрçăра е пушарта),
  • сарăмсăр вилнĕ вырăнĕ паллă мар пулсан,
  • вилене илсе çитерме питĕ кăткăс пулсан (ту тăрринче, поляр çаври таврашĕнче тата ытти чухне),
  • çын пĕр хыпарсăр çухалнă хыççăн чылай вăхăт иртнипе, ăна вилнĕ тесе шутлаççĕ,
  • вилене кремациленĕ те кĕлне çилпе вĕçтерсе янă, е шывпа юхтарса янă,
  • çын ют çĕр-шывра вилнĕ те унтах ăна пытарнă пулсан, кенотафа тăван çершывра лартаççĕ.
  • малтан пытарнă, унтан тепĕр çĕре куçарнă хыççăн, кенотафа лартаççĕ.

Кенотафсене вилнĕ çынна ĕмĕрех асра тытма тата асăну ритуалĕсене ирттерме туса лартаççĕ, вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ те кăткăслă пулаççĕ: курган, вилтăпри чулĕ, палăк, бюст, стела, обелиск, мемориал, барельеф, мемориал плитти т. ыт. те. Унсăр пуçне, европăри традицире кенотаф тесе вилтăпри çинче (виле шăммисем çук пулсан та) лартман палăклă çурт-йĕре шутлаççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕре кĕнĕ çынсене асăннипур культурăра та кирлĕ те татмалла мар пай шутланать. Пĕрремĕш кенотафсене энеолит (Варнăри вилесен тăпри) тапхăрĕнче лартнă. Виле вырăнне маскă хунă пулнă.

Авалхи Икĕпатра кенотафа вилнĕ çынна асăну ритуалĕсенче усă курнă, вилене вара уйрăм аякра, вăрттăн та çитмелле мар, çĕрте пытарнă. Авалхи икĕпат пирамидсене кенотафсем теме юрать: тĕслехрен, Снофру фараон валли 4 пысăк пирамидă; вĕсенчен 3-шĕ кенотафсем пулаççĕ ĕнтĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]