Ларионов Николай Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ларионов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Ларионов
Çуралнă чухнехи ят: Ларионов Николай Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1961, ака, 25
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Çĕпрел районĕ, Тутар АССР
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăç, публицист.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Николай Николаевич Ларионов — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ. 1961 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă.

Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1995), Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997). 1994 çулта А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парнине тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1988 çулта Чĕмпĕрти çурт-йĕр тăвакан ăстасен шкулĕнче, 1993 çулта Чулхулари Пĕтĕм Раççейри автотранспорт техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 2003 çулта Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн чăваш филологипе культура тата журналистика факультечĕсене хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

ЧПУ станокĕсен операторĕ, водитель, завхоз, стройкăра маçтăр пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех «Родина Ильича» хаçат редакцин ял хуçалăх уйрăмĕн ертӳçи пулнă.

Халĕ Чĕмпĕрте чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçлет.

Район тата республика шайĕнче иртекен çăмăл атлетика, йĕлтĕр, футбол, волейбол ăмăртăвĕсене хутшăннă.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăсене пиллĕкĕмĕш класра çырма пуçланă. Вĕсене вăл шкулти стена хаçачĕ валли çырнă. Çыравçă ĕçне тĕплĕнрех 1991 çултанпа хутшăнма пуçланă — чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче хăйен сăввисене, калавĕсене тата юптарăвĕсене пичетленĕ.

1998 çулта унăн «Чĕре тапнă чух» кĕнеки тухнă. 2003 çулта „Канаш“ хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем» кĕнеке тухнă. 2009 çулта «Чун хушнипе пурăнсан» кĕнеке кăларнă. «Шевле çути» антологие (2000 çул) пухса хатерлекенĕ, 20 ытла кĕнеке редакторĕ. "Канаш" хаçат çумĕнче тухакан "Атăл юрри" журнал редакторĕ.

Вырăнти чăвашсен «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ертӳçи (1997 çултанпа). Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçин çумĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]