Лашман Степан Митрофанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Степан Лашман
Çуралнă чухнехи ят: Степан Митрофанович Аксентьев
Çуралнă вăхăт: 1895 çулхи çурла, 5
Çуралнă вырăн: Патирек ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш Республики)
Вилнĕ вăхăт: 1986, чӳк, 28
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ
Жанр: повеç, пьеса, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Аксентьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Лашман Степан Митрофанович (паспортри хушамат: Авксентьев, 1895, çурла, 5, Патирек ял, Хусан кĕпĕрни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен) — 1986, чӳк, 28, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ.

1958 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ[1][2].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1895 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнче) Патирек ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Çав хуларах çурт-йĕр тăвакансен шкулĕнче ăсталăха туяннă.

Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисене хутшăннă.

Мускавра Çутĕç комиссариачĕн вĕренӳ институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ.

Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçата редакцилесе кăларнă. Шупашкарти «Канаш» хаçатпа «Тăван Атăл» альманах редакцисенче, радиокомитетĕнче, Чăваш Енĕн Улатăр районĕнчи Эйпĕç шкулĕнче ĕçленĕ.

1986 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пьесăсене, калавсене, фельетонсене чăвашла пичетленĕ. Чăваш чĕлхине А. Блокăн «Вуниккĕ» поэмине, Максим Горькин «Челкаш» калавне, Серафимовичăн «Железный поток» повеçне, çаплах Твенăн, Гашекăн хайлавĕсене куçарнă.

Пурĕпе 15 кĕнеке ытла тухнă. Паллăраххисем:

  • «Леш хайхисем» (1924);
  • «Савни енчĕкĕ» (1926);
  • «Тамаша» (1931);
  • «Кăвак хуппи»;
  • «Патирек çутисем» (1971);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Агивер, Х. Лашман сакки сарлака / Х. Агивер // Агивер, Х. Илем тĕкĕрĕ. – Шупашкар, 1991. – С. 60–65.
  2. Андреев, П. Аслă радиопа – тусăмăр / П. Андреев // Ялав. – 1996. – № 10. – С. 98–100.
  3. Григорьев, Н. Хисеплисенчен пĕри / Н. Григорьев // Григорьев, Н. Сăмах вăйне туйса // Шупашкар, 1992. – С. 45–49 ; çавах // Тăван Атăл. – 1985. – № 8. – С. 70–71.
  4. Гурьянов, К. Патирек паттăрĕ / К. Гурьянов // Ялав. – 1995. – № 10. – С. 101.
  5. Eливанова, Г. Кĕçтенккин пехилĕ хавхалантарнă / Г. Eливанова // Чăваш ен. – 1995. – 2–9 авăн (№ 36). – С. 13.
  6. Михайлов, В. Малтанхисенчен пĕри / В. Михайлов // Шăмăршă хыпарĕ. – 2000. – 9 çурла.
  7. Сорокин, В. Пуçне усман / В. Сорокин // Хресчен сасси. – 2000. – 5 окт.
  8. Ялкир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  9. Ялкир, П. Лашман ачисем / П. Ялкир / Хыпар. – 1998. – 6 юпа.
  10. Ялкир, П. Поэт, прозаик, драматург / П. Ялкир // Хыпар. – 2000. – 2 çурла.
  11. Соколова, А. Ветеран пера / А. Соколова // Совет. Чувашия. – 1975. – 7 авг.
  12. Сорокин, В. Он испытал ГУЛАГа / В. Сорокин // Чебоксар. новости. – 2000. – 6 сент.
  13. Юрьев, М. Лашман С. М. / М. Юрьев // Чăваш календарĕ. – Шупашкар, 1970. – С. 97.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]