Мерчен Сергей Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сергей Мерчен
Çуралнă чухнехи ят: Сергей Павлович Селезнёв
Çуралнă вăхăт: 1919
Çуралнă вырăн: Çăкаллă Явăш ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АО
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç тата сăвăç
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Селезнёв хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Мерчен Сергей Павлович (паспортри хушамачĕ Селезнев, 1919 çул, Чăваш АО, Вăрнар районĕ, Çăкаллă Явăш (халĕ Çĕньял Явăш) ялĕ çур., — чăваш сăвăçи, прозăçи.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1919 çулта Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш (халĕ Çĕньял Явăш) ялĕнче çуралнă.

Чăваш Енре ӳссе çитĕннĕ. Аслă пĕлӳ (Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ) илнĕ, нумай хушă ачасене вĕрентнĕ, шкул ертӳçи пулнă, яланах литературăпа кăсăкланнă.

1947 çултанпа Чăваш çĕршывĕнчен аякра, Красноярск крайĕнчи Тайшет хулинче, пурăннине пăхмасăрах тăван литературăран пĕртте аяккинче тăман.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн ĕçĕсем «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче пичетленнĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Тĕлĕнмелле ачасем» (1969), «Потемкин паттăрĕсем» (1959), «Пурçăн тутăр» (1995) кĕнекесем, «Чăваш литература вулавĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсем», Мускавра «Преподавание национального фольклора в чувашской школе» (Чăваш шкулĕнче халăх сăмахлăхне вĕрентесси) вĕренӳ пулăшу кĕнеки тухнă.

С. Мерчен «Зона», «Тапăçу», тата ытти повеçсене, поэмăсене, «Кипкасси» романа çырнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]