Монголсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Монго́лсем (мăнхулсем[1])— монгол чĕлхисемпе пуплекен монгол тăван халăхĕсен ушкăнĕ, Монголипе Китайăн çурçĕрĕнче пурăнаççĕ. Пĕрлĕ этеплĕхпе, кун-çулĕпе тачă çыхăннă.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи тапхăрта монгол терминĕпе çаплах тĕрĕ халăхĕсене —монгол йăхĕсемпе кӳршĕлле пурăнан наймансене, коныратсене, киятсене — палăртнă.

Мэн-Гу авалхи монгол чĕлхин сянби диалектĕнче ‘’’Кĕмĕл Çын’’’ тени пулать. Китай çулçыравĕсем Мэн-Гу терминпа тĕрĕк тата монгол халăхĕсене палăртнă, Тибетре пурăннине тата VI ĕмĕрте Еврази Çеçенхирĕсене будда тĕнне илсе килнине пĕлтереççĕ.

Монголсем шутне 10 мильона яхăн çын кĕрет, вĕсенчен 2,5 млн Монголире, 4 млн автономи районĕнче (КХР Шалти Монголи), 2 млн Ляонинре тата Китайăн урăх провинцисенче пурăнать.

Тĕп этносĕ йышĕнче: халха-монголсем, баргутсем, бурятсем, ойратсем (дербетсем, хошеутсем, хойтсем, баятсем, торгутсем, захчинсем, их-мянгансем, хотонсем, согво-аригсем), кăнтăр монголсем (чахарсем, хорчинсем, харачинсем, арухорчинсем, тумэтсем, джалаирсем, джалайтсем, авгасем, авганарсем, чипчинсем, матайсем, му-мянгатсем, наймансем, аохансем, оннютсем, дурбэн-хухэтсем, уратсем, горлоссем, ордоссем, коныратсем, джарутсем), монгорсем (ту)), даурсем, дунсянсем, баоаньсем т. ур.

Чĕлхе енĕпе монгол халăхĕсен ушкăнне бурятсемпе калмăксем (Раççей Федерацийĕ), сарт-калмаксем (Кăркăстан) тата, историлле, моголсеми (Афганистан) кĕреççĕ.

Культура енĕпе монгол халăхĕсене тĕрĕк чĕлхиллĕ тувинсемпе алтайсем, çавăнпа та вĕсене хăшпĕр тĕпчевçĕсем монгол халăхĕсен йышне хушаççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Монгол империйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Монгол империйĕ


Халăх туме тăхăннă монгол хĕрарăмĕсем. Улан-Батор, 2007 çул

В XIII ĕмĕрте монголсем, Чингисхан тата унăн хыççăн икĕ сыпăк ăру тапхăрĕнче чи хăватлă империе тытса тăнă. Ун чухне монголсен йăхсене уйрăлассине пăрахăçланă, ун вырăнне тумэнсемпе çар ăрачĕсем халăха тыса тăнă. Çакна пула Империччен эпохăри паллă пулнă монгол йăхĕсен (сăмахран, салджиут) этнонимĕсем, империн аякри çĕрĕсенче упранса юлнă, импери аркансан çар тивĕçлĕхĕ енĕпе çĕнĕ йăхсем (тĕслĕхрен, шарайд, кубдут) пулса каяççĕ. Монголсен ытларахăшĕ хăйне борджигинсем — Чингис-ханăн еткерĕсем тата тăва-пĕлĕшĕсем — çумне хушаççĕ.

Юань империйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Монголсем Кĕçĕн хансен тапхăрĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Монголсене Китайран хăваласа ярсан XVII ĕмĕрчен Монголи территоринче Чингис-хан несĕлĕсем, тата ойратсем, майĕпен вăйлă Джунгар ханлăхĕ туса хунă анăç монгол халăхĕ пурăннă.

XVII—XIX ĕмĕрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1640 çулта мĕнпур монгол съезчĕ пуçтарăнать, унта халха-монголсем, ойратсем (çав шутра калмăксем те) хутшăннă.

1670—1690-мĕш çулсенче ойратсен ертӳçи Галдан-бошогту, Джунгарире хăйне пĕрремĕш хан тесе пĕлтернĕскер, Пурçăн Çулĕнчи темиçе хулана хăйне пăхантарать, Вар Монголине Чингис-хан ăратне пĕтерес тĕлллевпе ăнăçлă харçăсемпе кайса килет. Чингисид-кнеçсем хăйсен тăмарĕсем шутланнă маньчжурсенчен пулăшу ыйтаççĕ, лешсем вара монголсене пулăшăва тивĕçес тесен маньчжур императорне пăхăнма хушаççĕ.

XVII ĕмĕрте монголсен çĕрĕсем тата халăхĕсем те Китайпа Раççей патшалахĕсен пăхăнлăвне лекеççĕ.

Цин империнче Шалти тата Тулаш Монголири монголсен тĕрлĕ права пулнă, çавăнпа та вĕсем хăйсем хушшинче ирĕклĕ хутшăнайман, йăла йĕркипе улшăнса пынă. Раççей империне лекнĕ бурятсемпе калмăксем уйрăм йĕркеленсе кайнă нацисем шутланаççĕ.

Халăхсем ку вырăнта чылай куçкалаççĕ. Тĕслĕхрен, çĕр ĕçтешĕсем-дагурсем Байкал Лешьенрен Маньчжурие куçса каяççĕ, хальхи АБАО районĕнчи вĕсен пулнă çĕрĕсене Китай айне пулнă территорие пăрахса хăварнă юркăн-бурятсем йышăнаççĕ. Çак хума пула якутсене Байкалран çурçĕрелле районран монгол йăхĕсем хĕссе кăлараççĕ.

XIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Чингис-ханăн мăнукĕ Хубилай Юань ăрăвӗн (тĕп хуласем: Пекин тата Шанду) никĕсленĕ. Тăшманĕсене çĕнтерсен монгол ăрачĕсем хушшинче палла тухнă та хальхи Монголи территорин чылай пайне пăхăнтарнă.

Монголсен чылай пайĕ Китай администраципе шалти çарĕсенче çӳллĕ хĕсмет вырăнĕсене йышăннă. Çакна пула Кăнтăр Китайра Юньнань монголĕсем пурăнан ушкăнсем йĕркеленсе кайнă.

1368 çулта монголсене, хăйсен хушшинче хирĕçсе вăрçнă хыççăн, Китайăн çурçĕр енне Чжу Юаньчжан çарĕсем хăваласа янă, Пекина туртса илнĕ, Мин ăрăвĕ пирки пĕлтернĕ.

XX ĕмĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XX ĕмĕрте Китайра, Раççейре революцисем пулса иртеççĕ, Монголипе Тува Китайран ирĕклĕх çĕнтерсе илеççĕ, РСФСР йышĕнче Бурят-Монгол АССР-ĕ тата Калмăк АССР-ĕ автономи республикисем çуралаççĕ. Шалти Монголи Китай Республикинче анлă автономипе усă курнă, кайран (1936—1945) унăн территорин пайĕнче япон милитарисчĕсем Китайпа вăрçнă тапхăрта —Дэмчигдонров кнеç-борджигин ертсе пынă Мэнцзян патшалăхне («монгол чикĕ çĕрĕсем») йĕркеленĕ, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Япони капитуляцие йышăннă хыççăн монгол çĕршывĕ арканса каять. Мэнцзян монгол администрацин чылайăшĕ Тайване тата сахалрахăшĕ Монголие тарса çăлăнать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  1. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kgvr_0_0000106.pdf 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.