Николаев Василий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николаев Василий Васильевич
Ӳкерчĕк:Николаев в в.gif
Çуралнă вăхăт: 1939, нарăс, 11
Çуралнă вырăн: Чăваш Хурамалĕ ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт Республики, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2007, çĕртме, 28
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: ту ĕçĕ
Ăсчах степенĕ: техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, РФ ту ĕçĕсен академикĕ
Альма-матер: Ĕпхӳри нефть-техника университечĕ

Василий Васильевич Николаев (1939-мĕн çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ, Чăваш Хурамалĕ ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт Республики çур.) — чăваш халăх кун-çулне тĕпчекенĕ, профессор, çыравçă.

Техника ăслăхĕсен тухтăрĕ, Раççей ту ĕçĕсен академикĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1939-мĕн çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕ ялĕнче çуралнă.

Ĕпхӳри нефть техника универститĕнче пĕлӳ пухнă. 1956-1976-мĕш çулсенче Салават хулинче, 1976-мĕш çултанпа ПО «Оренбурггазпром» тĕп директорĕ. СССР халăх депутачĕ (1989—1991).

Çутçанталăк газне фракцилемелли меслет тата иккĕ усăллă модель (çутçанталăк газне фракцилемелли тата çутçанталăк газне типĕтсе кӳкĕрт çыхăнăвĕсенчен тасатмалли) шутласа кăларнă тата вĕсене Ăренпурти ГПЗпа Ăренпурти гели савутĕнче ĕçе кĕртнĕ.

2007 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче Санкт-Петербургра вилнĕ. Тăван ялĕнчи çăва çинче пытарнă.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Раççей Федерацин нефтьпа газ промăçлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992).
  • РАО «Газпром» парни (1996, 1997);
  • Петр Великий ячĕллĕ наци общество парни (1999);
  • Хисеп орденĕ (1996);

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

30 ăслай хучĕ пур. 70 яхăн ĕç пичетленĕ.

  • "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
  • "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Основные процессы химической переработки газа. М.: Недра, 1996 (в соавт.);
  • Основные процессы физической и физико-химической переработки газа. М.: Недра, 1998 (в соавт.);
  • История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеалогическое древо первопоселенца Никиты Авдокима (трехтомник в соавт.). Оренбург, 1999—2001;
  • Чуваши: этническая история и традиционная культура. М.: ДИК, 2000 (в соавт.);
  • Чувашский костюм от древности до современности. Москва — Чебоксары — Оренбург. 2002 (в соавт.);
  • Генеалогия чувашского народа. Чебоксары, 2004.;
  • История предков чувашей. ХХХ в. до н. э. — ХV в.н. э. Чебоксары, 2005;
  • Иллюстрированная история чувашей. Кн. 1. древняя эпоха до 500 г. до н. э. Чебоксары, 2006.;
  • Иллюстрированная история чувашей. Кн. 2. Античность-1 с 499 г. до н. э. до 1 г. до н. э. Чебоксары, 2006;
  • Иллюстрированная история чувашей. Кн. 3. Античность — 2 с 1 г. н. э. до 500 г.н. э. Чебоксары, 2007.
  • Атлас "История культуры чувашей. Античная и древняя эпохи". Чебоксары, 2007.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]