Писко

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Писко - ( Pisco ) - хаяр ( 38-43 % ) иçĕм алкоголь ĕçми.Кечуа халăх чĕлхирен "писко" - "вĕçнĕ кайăк" куçарма пулать.Писко Перу тата Чили çĕршывсемче тăваççĕ.

Писко Чили[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чили писко кĕленчесем

Чили кашни çул яхăн 40 млн литр писко кăларать.Ку шутран 12 % кăна урăх çĕршывсемре сутаççĕ.

Иçĕм сорчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1986 çулхи сакунпа писко тума ирĕк панă иçĕм сорчĕсем : Мускат, Торронтес тата Педро Хименес.Иçĕм çырлисем нарăс уйăхра пуçтараççĕ.

Писко тăрăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чилире иккĕ писко тăвакан тăрăхсем ( zona pisquera ) : Атакама ( Atacama ) тата Кокуимбо ( Coquimbo ).Пĕтĕм иçĕм пиллĕк айлăмсемче ӳстереççĕ : Элки ( Elqui ),Чоапа ( Choapa ),Копиапо ( Copiapo ),Лимари ( Limari ) тата Вальнар ( Vallenar ).Айлăм ячĕсем часах кĕленче этикеткинче курма пулать.

Технологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алсемпе пуçтарса иçĕм çырлисене хурçă валашкире ватаççĕ.12 кун ăсла йӳçет.30 кун каннă хыççăн ăсла пысăк пăхăр юхтармалли савăтра ( куб ) пĕр хут пăслан-тарса тасатаççĕ.Шывпа хуштарма юрамасть.Пулнă 38-43 % хаярлăхпа ĕçми юман пичкере усравлаççĕ.Писко усравланă вăхăчĕпе классификаци панă :

  • pisco tradicional - иккĕ уйăх пичкере усравланă писко, 30-33 % хаярлă  ;
  • pisco especial - 4 уйăх, 35 % хаярлă ;
  • pisco reservado - 6 уйăх, 40 % хаярлă ;
  • gran pisco - 10 уйăх, 45 % хаярлă.

Чилире чилайăш 35 градуслă Pisco especial тăваççĕ.

Писко Перу[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Перу писко

Перу , Чилипе танлашсан, писко сахалрах тăвать - 1.5 млн. литр кăна.Ку шутран 100 пин литр ытла урăх çĕршывсемче сутаççĕ.Юлнă "арăслан пайĕ" перуанецсем ĕçеççĕ.

Иçĕм сорчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанах перуанецсем писко Квебранта иçĕм çырлисемчен тунă.Паян техĕмлĕ писко Мускат, Альбильо тата Торонтель сортсемчен тăваççĕ.Тĕрлĕ сортсемчен тĕрлĕ писко пулать :

  • Puro ( "Таса" ) - Квебранта ;
  • Aromatico ( "Техĕмлĕ" ) - Мускат, Альбильо тата Торонтель ;
  • Acholado ( "Хутăшнă" ) - Квебранта,Торонтель тата Мускат ;
  • Mosto verde ( "Симĕс ăсла" ) - йӳçĕхсе çитмен ăсла пăслантарса тасатаççĕ.Чи çемçе, чи хаклă писко.

Писко тăрăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Перура пиллĕк писко тăвакан енсем ( ) : Лима ( Lima ), Ика ( Ica ), Арекипа ( Arequipa ), Мокегуа ( Moquegua ) тата Такна ( Tacna ).

Технологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕ эрне йӳçĕхнĕ ăсла пĕр хут пăслантарса тасатаççĕ.Пулнă хаяр алкоголь ĕçми ( яхăн 42 % ) хурçă пичкере 3-6 уйăх усравлаççĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]