Сăваплăха Çырни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сăваплăха Çырниавраам тĕнĕсенче (иудаизм, христианлăх тата ислам) — сăваплăх кĕнекисен пуххи.

Иудаизм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕмĕл хупланчăкĕпе пуçтарнă Танах.
1976 çулта Еврей фончĕ Бетти Форда парнеленĕ экземпляр

Иудаизм тĕнĕнче Танах (еврейсен Библийĕ) Сăваплăха Çырни шутланать[1].

Сахал йышлă самарянсем (йышĕ – 796 çын, 2017 çул тĕлне)[2] хăйсен тĕнĕпе Сăваплăх Çырни вырăнне Самарянсен Пиллĕк кĕнекине (ăна уйрăмла самарян çырăвĕпе çырнă) çеç йышăнаççĕ, Танахра çырнă турă сăмахĕсемпе килĕшмеççĕ[3].

Христианлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Острожа Библинчи Çĕнĕ Халал

Христианлăхра Сăваплăха Çырни шутне Кивĕ Халал (Танах тата хушма сăваплăх кĕнекисем) тата Çĕнĕ Халал кĕреççĕ, иккĕшне пĕрле вара Библи теççĕ[4]. Çĕнĕ Халал, уйрăмах Евангели, Библире христиансемшĕн чи кирли пулать[5].

Ислам[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алăпа çырнă Коран. Ĕнчĕ, XVII ĕмĕр

Исламра Сăваплăха Çырни шутне Коран çеç кĕрет, ытти сăваплăх кĕнекисем, Коранран малтараххисене — Таурат (Моисейĕн Пиллĕк кĕнеки), Забур (Псалтирь), Инджиль (Евангели) — мăсăльмансем пĕр хушă кăна йышăннă пулнă, каярах вĕсене пăрахăçланă[6]. Матфей, Марк, Лука тата Иоанн евангелисене мăсăльмансем йышăнмаççĕ, вĕсемшĕн Иса (Иисус Христос) çине Турă ярса панă вĕрентни (канон кĕнеки) пулнă, анчах та ăна çухатнă[7].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]