Тĕс (квантла хисеп)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕс (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Каплам пăхăр.
Quark Colours
Quark Anticolours

Тĕс, е тĕсле каплам (акăл. Color charge, выр. цветной заряд) — квантла хисеп; квантла хромодинамикăра глюонсен тата кварксен пур пек палăртаççĕ (постулат кăларса тăратаççĕ). Асăннă элементарлă пĕрчĕсен хире-хирĕç вăйăм пур. Вăл хире-хирĕç вăйăма электро капламсен хире-хирĕç вăйăмĕпе танлаштарма пулать. Электро капламсем икĕ тĕрлĕ — "плюс"(+) тата "минус"(—). Тĕсле капламсем вара икĕ тĕрлĕ мар, виçĕ тĕрлĕ. Тата вĕсене, паллах, "плюс" тата "минус" йышши япаласемпе мар, урăхларах палăртма тивет. Çапла вара ăславçăсем "тĕс" тени патне пырса тухнă. Мĕнпурĕ виçĕ "тĕс" — хăрлĕ, кăвак, симĕс. Антикварксемпе антиглюонсен "тĕсĕсем" — антихĕрлĕ, антикăвак, антисимĕс.

Кунашкал тĕссем пирĕн кулленхи пурнăçра тĕл пулакан тĕссемпе нихăш енчен те çыханман. Вĕсем — элементарлă пĕрчĕсен енĕсене ытарлăн палăртмалли меслет çеç.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.