Транспорт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çул-йĕр (транспорт), — çынна, тиеве, сигнала тата информацие пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитермелли мĕнпур хатĕрсемпе мелсене кăтартакан ăнлав.

Транспорт тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шывçи транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыври тиев карапĕ
Тĕплĕнрех Шывçи транспорчĕ статьяна пăхăр.

Шывçи транспорчĕ чи авалхи çыхăнусем шутне кĕрет. Континентсене чукун çулпа çыхăнтариччен ку майпа ытларах усă курнă. Паллах, сăлтавĕ те пулнă — ку майпа тиевсемпе çынсене хăварт илсе çитерме май пулнă. Чи ансат çилкĕçлĕ кимĕн хăвăрлăхĕ те караванпа танлаштарсан талăк хушшинче тăваттă-пиллĕк хут ытларах пулнă. Тиевĕсем пысăк пулнă, турттарма çын сахалрах кирлĕ пулнă — çапла май ĕнтĕ ку çул-йĕрпе ытларах усă курнă.

Хальхи вăхăтра шывçи çул-йĕрĕсемпе тĕнчери тиевсен 60—67% турттараççĕ.

Автомобиль транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Автомобиль транспорчĕ статьяна пăхăр.

Автомобиль çул-йĕрĕ паянхи кун чи анлă усă куракан çул-йĕр. Автомобиль çул-йерĕ ыттисенчен çамрăкрах — чукун çула XIX ĕмĕр варринче усă курма пуçланă пулсан, автомобильсене вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна. Автомобилĕн паха енĕсем — хăвăртлăх, çаврăнăçулăх.

Харпăр автомобиль[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Харпăр автомобиль статьяна пăхăр.

Хальхи вăхăтра автомобильсен ытларах пайĕ — харпăр хăйĕн. Ытларах ĕнтĕ кунта çăмăл машинасем кĕреççĕ. Ку автомобильпе çынсене тата тиеве 200 çухрăма илсе çитермешкĕн усă кураççĕ.

Пĕрлĕх транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Пĕрлĕх транспорчĕ статьяна пăхăр.

Ку машинăсем шутне автобуссем (вуннăран ытларах пассажира илсе кайма пултарсан ăна çак машинсем шутне кĕртеççĕ), троллейбуссем кĕреççĕ. Хуласем хушшинче пысăк автобуссене усă кураççĕ — вĕсенче лармалли вырăнсем нумай, туалетпа гардеробта тĕл пулать. Çавна май ку автобуссем хăтлăх енĕпе чукун çулсемпе те тупăшма пултараççĕ.

Чукун-çул транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Чукун çул транспорчĕ статьяна пăхăр.

Сывлăшри транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Сывлăшри транспорт статьяна пăхăр.

Туртăм транспорчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Туртăм транспорчĕ статьяна пăхăр.

Пăрăх çул-йĕрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕплĕнрех Пăрăх çул-йĕрĕ статьяна пăхăр.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]