Турин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Турин
Хула гербĕ
Патшалăх: Итали
Регион: Пьемонт
Никĕсленĕ: тахçанах
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 908 (2007)
Хула лаптăкĕ: 130 км2
Геогр. анлăхĕ: 45°4′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 7°42′ х.т.д.

Турин (итал. Torino) — Италин çурçĕр-хĕвеланăç енчи хула. Кунта Пьемонт облаçĕн тата Турин провинциĕн администрациĕ вырнаçнă. Халăх шучĕпе, Рим, Милан тата Неаполь хыççăн, тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Пурĕ 908 пин (2005) çын пурăнать.

Хула Дора-Рипари юханшывĕ По юханшыва юхса кĕнĕ çĕртре, Анăç енчи Альп хĕрринче ларать. Хула патĕнчех Альп перевалĕсем пуçланаççĕ.

Спорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Турин хули «Ювентус» футбол ушкăнĕпе паллă. Кунтах вырнаçнă тепĕр «Торино» ушкăнăн çитĕнĕвĕсем пĕчĕкрех.

2006 çулта кунта XX-мĕш Хĕллехи Олимп вăййисем иртернĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]