Хасан Рухани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хасса́н Роухани́ (перс. حسن روحانی; 12 чӳк 1948, Сорхе) — иран патшалăх ĕçченĕ, политикĕ тата шиит тӳрă сăмахçи, çиччĕмĕш суйланă Иран президенчĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хассан Роухани 1948 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче Иранăн çурçĕр енчи Сорхе хулинче (Семнан останĕ) çуралнă.

Тĕн пĕлĕвне 1960 çулта илме тытăннă. Техран университетне 1969 çулта вĕренме кĕнĕ те 1972 çулта тӳре прави облаçĕн бакалавр степенне тивĕçнĕ. 1995 çулта Каледон университетĕнче, Глазгора магистер диссертацине «Ислам саккун тăвакан влаçĕ Иранри ĕç-пуçĕнче» («The Islamic legislative power with reference to the Iranian experience») хӳтĕленĕ. 1999 çулта çав университетрах патшалăх правин философи тухтăрĕ ăсчах степеньне (PhD) тивĕçнĕ.

Ютçĕр чĕлхисене вĕреннĕ. Арап, акăлчан, франци, нимĕç, вырăс чĕлхине пĕлет[1].

Политика карьери[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çултанпа Экспертсен канашĕн пайташĕ,[2] членом Совета целесообразности с 1991,[3] 1989 çултанпа Наци хăрушсăрлăхĕн аслă канашĕнче,[4] 1992 çултанпа Стратеги тĕпчевĕсен центрĕн пуçлăхĕ пулнă.[5] Наци хăрущсăрлăхĕн аслă канашĕ председателĕ ĕç вырăнĕнче европа патшалăхĕсемпе Иранăн йĕтре программи пирки калаçусем ирттернĕ.

2013 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче президент суйлавĕн пĕрремĕш турĕнче çĕнтернĕ[6], сасăсен çуррине пухса (18 613 329 голосов)[7].

Фотографисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Новый президент Ирана: кто он?
  2. ^ Members of Assembly of Experts. Assembly of Experts. çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 22 Ака уйӑхӗн 2013.
  3. ^ Two new members appointed to the Expediency Discernment Council. The Office of the Supreme Leader (8 May 1991).
  4. ^ Hassan Rouhani appointed as the Supreme Leader's representative to the SNSC. The Office of the Supreme Leader (13 November 1989).
  5. ^ Hassan Rouhani's Résumé. CSR (2013-04-11). çăлкуçран архивланă 26 Ҫу уйӑхӗн 2013.
  6. ^ http://lenta.ru/news/2013/06/15/rohani/
  7. ^ Хассан Роухани Иранăн çиччĕмĕш президенчĕ пулса тăнă 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.

Шаблон:Иран президенчĕсем