Хусан патшалăх университечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хусан патшалăх университечĕХусан хулинче вырнаçнă аслă пĕлӳ паракан шкул. Салахов Мякзюм Халимуллович – Хусанти патшалăх униветситечĕн ректорĕ.

Хусан патшалăх университечĕ 1804 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленсе кайнă. Раççейри чи авалхи университетсенчен пĕри шутланать. Çак университет Атăл тăрăхĕпе Хусан варринче вырнаçнă. Университет ура çине тăрса пынă май, вăл ăслăлахсен центрĕ пулса тăрать.

Факультетсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра университетра 14 факультет пур:

  1. Географипе экологи факультечĕ;
  2. Геологи факультечĕ;
  3. Истори факультечĕ;
  4. Механикăпа математика факультечĕ;
  5. Физика факультечĕ;
  6. Кибернетикăпа математика факультечĕ;
  7. Право факультечĕ;
  8. Тутар филологийĕпе истори факультечĕ;
  9. Филологи факультечĕ;
  10. Журналистикăпа социологи факультечĕ;
  11. Экономикăлла факультет;
  12. Психологи факультечĕ;
  13. Философи факультечĕ;
  14. Халăхсен хушшинчи хутшăну тата политологи факультечĕ.

Университетра 16 000 яхăн студент 40 специальноçпе тата 7 направленипе вĕренсе пыраççĕ.

Проректорсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти Патшалăх университечĕн проректорĕсем:

  1. Минзарипов Рияз Гатауллович;
  2. Нургалиев Данис Карлович;
  3. Бухмин Владимир Сергеевич;
  4. Шиловская Лариса Леонидовна;
  5. Межведилов Ариф Магидинович;
  6. Соловьев Валерий Дмитриевич;
  7. Гильмутдинов Дамир Гайфутдинович;
  8. Садрисламов Геннадий Фаридович.

Музей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1978 çулта университетра музей йĕркеленме тытăннă. Халь çак музей Хусанта кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе палăрса тăрать. Хулари культурине кăтартса паракан вырăн пек шутланса тăрать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице