Цзинь Ши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Цзинь Ши, — Китайри тинĕс вăрă-хурахĕ. 1785 çулта çуралнă, 1844 çулта вилнĕ.

Цзинь Ши тинĕс вăрă-хурахĕсенчен чи ăнăçли шутланать. Вăл пурĕ 2 000 карап ертсе пынă, ăна 70 000 матрос пăхăнса тăнă. «Цзинь мадам» (ăна çапла чĕннĕ), Чжэн Ипе (хăй вăхăтĕнче чи паллă пират пулнă) çыхланичен вăл куття пулнă. 1801 çулта вĕсем мăшăрланнă хыççăн Вьетнама кайнă. Унта вăл вăхăтра граждан вăрçи алхаснă. Цзинь Шин хăйĕн ачисем пулман, çăвăнпа та вĕсем пулăçсенчен Чжан Бао Цаи ачана вăрласа ăна ывăлланă.

1807 çулта тăвăл хушшинче унăн упăшки путса вилет. Упăшкин 400 карапĕ ăна лекет. Вăхăт кăшт иртсен вăл хăйĕн ывăл ерченне качча тухать. Иккĕшĕ пĕрле вĕсем Китай çыранĕсем патĕнче суту-илӳ карапĕсене çеç мар, юханшывсем тăрăх хăпарса ялсене те аркатма пуçланă. Цзин императорĕ Цзя Цзин (1760-1820) вĕсене империн флотне те хирĕç янă, анчах та темиçе çапăçу иртнĕ пулсассăн та пиратсен вăйне вĕсем ытлашши чакарман.

Вăл хăйĕн командине çирĕп алăра тытса тăнă. Çавна пулах унăн ĕçĕсем питĕ ăнăçлă пулнă тесе шутлаççĕ.

Анчах та ăна пăхăнса тăрасси пуне те килĕшмен. Пĕр капитанĕ ăна хирĕç пăлхав çĕклесе влаçа парăннă. Цзинь мадам вăйĕ самай хавшасан çеç вăл императорпа килĕшӳ тунă. 1810-мĕш çулхи килĕшӳ тăрăх вăл императора пăхăнма пуçланă, унăн мăшăрĕ Китай правительствинче синекура вырăнне йышăннă.

Вăрă-хурахла ĕçне пăрахнă хыççăн вăл Гуанчжоу хулине пурăнма куçнă. Унта мĕн виличчен пурăннă.

Ӳнерте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Цзинь мадам историйĕ тăрăх нумай çыравçă хăйсен ĕçне çырнă. Вăл Хорхе Луис Борхесăн «Вдова Чинга, пиратка» (1935) калавĕн тĕп сăнарĕ. Чжан Бао ячĕпе Гонконгра нумай романтикăллă вырăна çыхăнтараççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Murray, Dian H. Pirates of the South China Coast. 1790—1810. — Stanford University Press, 1987. — ISBN 0-8047-1376-6.