Экстремум

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Экстремум (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Extrema of a function

Экстремум (лат. extremum — хĕрринчи) — математикăра: функцин палăртнă йышри чи пысăк (макимумла) е чи пĕчĕк (минимумла) пĕлтерĕшĕсем. Экстремум тивекен пăнчăна экстремум пăнчи теççĕ. Çавăн пекех, кирлĕ чухне, минимум пăнчи тата максимум пăнчи теме майлă. Математикăлла анализра çавăн пекех локаллĕ экстремум, локаллĕ минимум, локаллĕ максимум ăнлавсем те пур.

Экстремумсем тупмалли тĕллевчĕксем пурнăçăн чылай енĕсенче сиксе тухаççĕ: физикăра, биологире, экономикăра, ертсе пырас ĕçре т. ыт. те[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Пшеничный Б.Н. Необходимые условия экстремума. — М.: Наука, 1969. — 150 с.