Элчĕлĕх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мускаври Греци элчĕлĕхĕ.

Элчĕлĕх — ют çĕр патшалăх ертӳлĕхĕ вырнаçнă хулари е тĕнче йĕркеленӳлĕхĕ çумĕнчи патшалăхăн дипломати элчĕлĕхĕ.

Юридици енĕпе, элчĕлĕх территорийĕ хăй вырнаçнă патшалăх территори шутне кĕрет, çапах та çак чухне дипломати иммунитечĕ пирки килĕшӳ йĕркелет, çавăнпа унта элчĕлĕх территоринче тăван патшалăх саккунĕсем ĕçлеççĕ. Элчĕлĕх шутне урăх хуласенчи канашлăхсем кĕме пултараççĕ. Ют çĕрсенчи элчĕлĕхсем, канашлăхсем, яланхилле, ютçĕр ĕçĕсен министерствине пăхăнаççĕ.

Элчĕлĕх ĕç-пуçне патшалăх пуçлăхĕ çирĕплетсе ĕç вырăнне лартнă элчĕ — аслă дипломати ĕçченĕ — ертсе пырать. Хăш чух элчĕлĕх темиçе патшалăхăн элчĕлĕхе те шутланать.

Канашлăх ĕç-пуçĕ шутне икĕ ен хутшăну ĕçĕсем, виза уçасси,тăван граждансене пулăшасси. Элчĕлĕх ĕç-пуçĕ вара — патшалăх хушшинчи ыйту ĕçĕсем.

Элчĕлĕх йĕркеленĕвĕн тытăмлăхне икĕ патшалăх татăçуллă (яланхилле — пĕртанлă) палăртнипе Ятарлă Пурхевтеллĕ Элчĕ йĕркелет. Кун чухне Канашçĕ-элчĕ, уйрăмсен Пĕрремĕш Секретарĕсем тата весен Канашçĕсем, çаплах Атташе (яланхилле — çар çынни).

Дипломати элчĕлĕхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дипломати элчĕлĕхĕ — дипломати элчĕ ертсе пыракан тулаш хутшăнăвĕсен ютçĕр патшалăх органĕ.

Дипломати хутшăнăвĕсен Вена конвенцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускаври Новинский бульварĕнчи АПШ элчĕлĕхĕ, 2008 ç. фото.

1961 çулхи ака 18-мĕшĕнчи Дипломати хутшăнăвĕсен Вена конвенцине Венăра ПНЙ дипломати хутшăнăвĕсемпе иммунитет пирки Конференцинче йышăннă. Ӗç вăйне 1964 çулхи ака 24-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Вена конвенцийĕ дипломатии хутшăнăвĕсен, дипломати элчĕлĕхне аккредитилес тата унăн функцине пĕтерес, вырнаçăннă патшалăхăн ЮÇӖМ-не элчĕлĕх ĕçтĕшсене тата вĕсен çемьи пайташĕсене ĕç вырăнне лартни, ĕçе килни тата ĕçрен тухса кайни пирки пĕлтерес йĕркене палăртать, элчĕлĕх пуçлăхĕн класне палăртать, дипломатии çăмăллăхĕсене тата иммунитетсене кăтартать.

Китай Вена конвенцийĕ çумне 1975 çулхи чӳк, 25 14-мĕш тата 16-мĕш Ватикан дипломати элчĕлĕхĕ статьисемсĕр пуçне хушăннă.

Консул хутшăнăвĕсем пирки Вена конвенцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

...

Консул хутшăнăвĕсен конвенцине ПНЙ Венăри Конференцинче 1963 çулхи акан 24-мĕшĕнче йышăннă, ĕç вăйне вăл 1967 çулхи пушăн 19-мĕшĕнче кĕнĕ.

...

Вена конвенцийĕ тăватă консул класне палăртать: генерал консул, консул, вице-консул, консул агенчĕ.

Консул йĕркеленӳлĕхĕсене, консул ĕç вырăн çыннисене тата консул йĕркеленӳлĕх ĕçтĕшĕсене консул çăмăллăхĕсемпе тата иммунитечĕпе хӳтĕленĕ.

...

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]