Ют Николай Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
15-мĕш йĕрке: 15-мĕш йĕрке:
Критиклă статьясем çырнă. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.
Критиклă статьясем çырнă. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.
=== Уйрăм кăларăмсем ===
=== Уйрăм кăларăмсем ===
* «Краткий очерк народной поэзии чуваш», [[Шупашкар]], [[1928]].
* «Краткий очерк народной поэзии чуваш», [[Шупашкар]], [[1928]].
* "Материалы по чувашскому фольклору" (чăвашла, вырăсла), [[Шупашкар]], [[1930]].
* "Материалы по чувашскому фольклору" (чăвашла, вырăсла), [[Шупашкар]], [[1930]].
* "Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар", [[Шупашкар]], [[1931]].
* "Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар", [[Шупашкар]], [[1931]].

=== Статйисем ===
=== Статйисем ===
* Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, "Канаш", [[1919]], [[çурла, 26]].
* Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, "Канаш", [[1919]], [[çурла, 26]].

20:08, 19 Чӳк уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Ют Николай Яковлевич (чăн хушамачĕ Золотов), — критик, халах пултарулăхне пухакан, публицист. 1898 çулхи утă уйăхĕн 30 халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районне кĕрекен Синер ялĕнче çуралнă. 1967 çулхи пуш уйăхĕн 27 Çĕмĕрле хулинче вилнĕ.

1934 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.

Пурнăçĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, СССР ăслăлăх академиĕн материаллă культурăн истори институчĕн çумĕнчи Тухăç халăхĕсен коммунистла университечĕн че пĕлӳ илнĕ.

Чĕмпĕрте Совет влаçĕ çирĕпленсен чăваш шкулĕнче чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçат тухма пуçланă. Николай Ют унпа çыхăну тытса тăнă. Хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Чĕмпĕре таврăнсан — Хĕвел тухăç фрончĕн реввоенсовечĕн политпайĕн Чăваш уйрăмĕн аппаратĕнче, «Чухăнсен сасси» хаçат сотрудникĕ. Кăнтăр фронтĕнче çивĕч лару-тăру сиксе тухсан иккĕмĕш Чĕмпĕр полкĕпе унта тухса кайнă. Аманнă. Сипленнĕ хыççăн Хусана таврăннă. «Канаш» хаçат редакциĕнче секретарь вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă. 1923 çултанпа «Канаш» хаçатăн редакторĕ. «Канаш» ятлă çыравçăсемпе журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă.

«Сунтал» тата «Капкăн» журналсен пĕрремеш редакторĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1937 çулта репрессине лекнĕ. Таса ятне тавăрнă хыççăн Çĕмĕрлере пурăннă.

Ĕçĕсем

Критиклă статьясем çырнă. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.

Уйрăм кăларăмсем

  • «Краткий очерк народной поэзии чуваш», Шупашкар, 1928.
  • "Материалы по чувашскому фольклору" (чăвашла, вырăсла), Шупашкар, 1930.
  • "Тĕне хирĕç кĕрешессине вăйлатар", Шупашкар, 1931.

Статйисем

  • Чĕлхеçе хирĕç пыракан М. П. П-ва, "Канаш", 1919, çурла, 26.
  • К. Ивановпа унăн Нарспийĕ, //Атăл юрри", "Канаш", 1920, çу, 19-21, 23.
  • Çыру чĕлхине çирĕплетес умĕн, "Канаш", 1920, çурла, 1, 3.
  • Литература ĕçĕ, "Канаш", 1920, юпа, 6.
  • Чăнах-ши?, "Канаш", 1920, чӳк, 13.
  • Чăваш чĕлхин çулне уçса паракан майсем, "Канаш", 1920, раштав, 10.
  • Чăваш чĕлхин паттăрĕсем, "Канаш", 1921, кăрлач, 4.
  • Стаканри çил-тăвăл шавлать, "Канаш", 1921, кăрлач, 26.
  • Чуралăх пылакĕпе "ирĕклĕх" сиенĕ, "Канаш", 1921, пуш, 11, 17, 21, 30.
  • Чăваш чĕлхи, "Канаш", 1922, нарăс, 26, 28.
  • Юман тĕлĕкĕсем (М. Юман тунă йынăшсем çинчен), "Канаш", 1922, ака, 6.
  • Хирĕçле юрă, (Вандер çырнă "Национализмпа интернационализм" статьи çинчен) ?, 1922, ?.

Вуламалли