Золотов Пётр Терентьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке: 3-мĕш йĕрке:
== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==


[[Элĕк]]ри икĕ класслă училищĕре [[1917]] султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. [[1918]] çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, [[Никифор Ваçанккапа]], ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвлă «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.
[[Элĕк]]ри икĕ класслă училищĕре [[1917]] султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. [[1918]] çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, [[Васянка Никифор Тарасович|Никифор Ваçанккапа]], ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвлă «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.


[[1919]] çулхи юпа уйăхĕнче Петра халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл [[1920]] çулхи [[нарăс]] уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.
[[1919]] çулхи юпа уйăхĕнче Петра халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл [[1920]] çулхи [[нарăс]] уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.

20:04, 21 Чӳк уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Пётр Терентьевич Золотов, — Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, чăваш историне пухаканĕ. 1902 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă. Хаклă ентешĕмĕр 1989 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех Шупашкар хулинче хупнă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Элĕкри икĕ класслă училищĕре 1917 султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. 1918 çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, Никифор Ваçанккапа, ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвлă «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.

1919 çулхи юпа уйăхĕнче Петра халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл 1920 çулхи нарăс уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.

1920 çулта раштавра вăл Чĕмпĕрти чăваш халăх çутĕç институтне вĕренме кĕрет, каярахпа института техникум шайне куçараççĕ. Вĕренӳ тапхăрĕнче студентсен комитечĕн ертӳçи пулна май темиçе хут та И. Я. Яковлевпа студентсен ĕçĕсем пирки тĕл пулса калаçать. 1926 çулта вăл техникумра вĕренӳсене ăнăçлă вĕçлет.

Чĕмпĕрти ВКП (б) обкоме хушнипе Çĕнĕ Кил районĕнчи Елакурă салинчи çĕр ĕçлекен çамрăксен шкуленче ĕçлет. Петр Терентьевич хистенипе-тарăшнипе 1928-1929 вĕренӳ çулĕ тĕлне пуш вырăнтах вĕренӳ çурчĕ, вĕрентӳçĕсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли пурăну çурчĕ, çавăн пекех хуçалăх çурчĕсем (сĕтел апатланăвĕ, мунча, ĕç-пултарулăх, тимĕрç лаççи) туса лартаççĕ. Шкулĕ юханшыв çумĕнче çĕр гектар вырăн йышăннă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, шкул ачисемшен пахча пуянлăхĕсем тӳлевсĕр апат пулнă. Çак шкулта П. Т. Золотов обществоведенипе вĕрентсе, вĕрентӳ ĕçĕн ертӳçи пулса 6 çул ĕçленĕ.

1932 çулта Петр Терентьевича "Коммунар" хаçат редакцине ĕçлеме чĕнеççĕ, унта вăл малтан секретарь, кайран явăплă редактор çумĕн ĕçĕсене туса пырать.

? - 1937 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ленинградри Тухăç институтĕнче редактор-тăлмач курсĕсенче пĕлӳ пухать.

1940 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх кăларăвĕн ертӳçи (директор) вырăнне лартаççĕ. Çак вырăнта вăл 24 çул вăй хурать: ертӳçинче — 13 çул, тĕп редакторта — 6 çул, политикăпа вĕренӳ литератури редакторĕнче — 5 çул ытла. П. Т. Золотов редакцийĕпе çĕршер кĕнеке пичетлесе кăларнă.

1958 çулта П. Т. Золотова СССР журналисчĕсен пĕрлĕхне йышăнаççĕ. Тивĕçле канăва (пенсине) тухсан, И. Я. Яковлев кăнарлăхне çутатас тĕллевпе тăрăшать, чылай хушă И. Я. Яковлев музей Канашĕн ертӳçĕ çумĕ пулса вăй парать.

Петр Терентьевич хăйĕн мăшăрĕпе Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕренсе тухнă Елизавета Ивановнăпа тăватă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.

Хисепĕсем, тивĕçĕсем

  • ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
  • «Хисеп палли» орденĕ,
  • Медальсем
  • Патшалăх Хисеп хучĕсем

Ĕçĕсем

  • «Çамрăк паттăрсем», пьеса, Мускав, 1926.

Куçарăвĕсем

  • В. И. Ленин, «Социализм и война»
  • «Империализм как высшая стадия капитализма»
  • Василий Ажаев, «Далеко от Москвы»
  • С. Мстиславский, «Грач — птица весенняя»

Вуламалли