Тутарстан гербĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
п робот хушрĕ: pl:Godło Tatarstanu
11-мĕш йĕрке: 11-мĕш йĕрке:


[[en:Aq Bars]]
[[en:Aq Bars]]
[[ru:Герб Татарстана]]
[[fi:Tatarstanin vaakuna]]
[[fi:Tatarstanin vaakuna]]
[[pl:Godło Tatarstanu]]
[[ru:Герб Татарстана]]
[[uk:Герб Татарстану]]
[[uk:Герб Татарстану]]

08:00, 27 Ҫу уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Тутарстан гербĕ, — Тутарстан элемĕ.

Тутар Республикин гербĕ ялав тĕсĕсенчен тăрать, унăн форми çаврака. Çаврашка варринче çунатлă парăс. Ĕлĕкрен ку парăса «божество плодородия, покровитель детей» тенĕ. Парăсăн суллахай айăкĕ çинче çаврака хулккан. Çак хулккан Тутарстан халăхне упрать теççĕ. Герб çинчи хĕвел хĕрлĕ тĕслĕ. Вăл ырăлăха, ăнаçлăха, телее, пурнăçа пĕлтерет. Парăс тата унăн çунаттисем шурă, çаврашкки симĕс, хулккан йĕрĕ тата «Татарстан» тесе çырни ылтăн тĕслĕ. Хулкан çинчи астра çулçисем вăрăм ĕмĕре, пурнăçа пĕлтереççĕ. Парăс сылтăм урине çĕклесе тăрать. Ку вăл пуçлăхсен пултарулăхне тата çĕнĕлĕхсем патне утнине пĕлтерет. Çивĕч шăлĕсемпе чĕрнисем тата çунаттисем барс хăйне тата Тутарстан халăхне çĕр çинче те сывлăшра та хӳтĕлеме пултарнине палăртать тенĕ. Çӳлелле çĕкленнĕ хӳре барсăн кăмăлĕ лайăххине кăтартать. Симĕс çаврашка çинчи тутарсен паллă ӳсентăранĕ тата тюльпан çурхи çанталăк чĕрĕлнине, Тутарарстан чечекленнине ăнлантарать.

Герб çинчи тĕссем çакна пĕлтереççĕ: ылттăн тĕс — илемлĕх, Тутарарстанăн пуянлăхĕ; симĕс тĕс — çуркуннехи илем; шурă — халăх шухăш-кăмăлĕн тасалăхĕ; хĕрлĕ — вăй, пурнăç, ăс-тăн.

Тутарстан гербĕ пĕтĕмĕшле çакна ăнлантарать: ырăлăх, тĕрĕслĕх, халăхсем хушшинчи туслăх, тату, тăнăçлăх тата аталану.