Йăлăм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
п робот хушрĕ: be:Заволжа, en:Transvolga |
||
11-мĕш йĕрке: | 11-мĕш йĕрке: | ||
[[Категори:Раççей географийĕ]] |
[[Категори:Раççей географийĕ]] |
||
[[be:Заволжа]] |
|||
[[en:Transvolga]] |
|||
[[nl:Trans-Wolgaregio]] |
[[nl:Trans-Wolgaregio]] |
||
[[ru:Заволжье (территория)]] |
[[ru:Заволжье (территория)]] |
04:02, 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси
Йăлăм — Атăл, Урал, Çурçĕр Увал тата Каспиçумĕнчи айлăм хушшинче вырнаçнă çĕрсем. Тухăçра Çӳллĕ Атăллешъене (чи çӳллĕ вырăн — 418 м), анăçри Лутра Атăллешъене уйăраççĕ. Çӳллĕ Атăллешъен шутне Тури Чулман Атăл (çӳллĕшĕ — 337 м), Вятка Увалĕ (284 м), Пĕкĕлмепе Пелепей (418 м таран), Тĕп Сăрт (405 м) сăртлăхсем кĕреççĕ. Çӳллĕ Атăллешъен никĕсĕ пермь породисенчен (хăйăр, сланец, тăм, мергель, акшар, доломитсем, гипс, кăнтăрта — мезозой тăмĕпе хăйăрĕ) тăрать. Çĕр питне чылай вырăнта çырма-çатра çурса пĕтернĕ; çӳлти ярусĕнче останцовые возвышенности — шиханы, аялтинче — эрозиллĕ лаптаклă айлăмсем. Карст анлă сарăлнă.
Лутра Йăлăм — айлăмлă (çӳллĕшĕ 125—150 м çитет) Атăлăн сулахай çыранĕ Хусантан Камышина çитиччен. Хăй вăл авалхи Каспийĕн кайнозойлă хăйăр-тăмлă тĕпĕллĕ тектоника авăнăвĕ пулать.
Атăл тăрăхĕпе — террасăсем, тухăç еннелле вĕсем айлăма куçаççĕ. Юханшывăн анлăшĕпе террассăсен пайĕ халĕ Куйбышев шывуправĕн шывĕнче.
Йăлăм çĕр пичĕ вăрманлă, вăрман-çеçенхирлĕ тата çеçенхирлĕ. Климачĕ континентлă.
Йăлăм Атăл-Урал нефтьпе газ çĕрĕнче вырнаçнă.