Эри (кӳлĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот добавил: qu:Erie qucha
FiriBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: ro:Lacul Erie
43-мĕш йĕрке: 43-мĕш йĕрке:
[[pt:Lago Erie]]
[[pt:Lago Erie]]
[[qu:Erie qucha]]
[[qu:Erie qucha]]
[[ro:Lacul Erie]]
[[ru:Эри (озеро)]]
[[ru:Эри (озеро)]]
[[simple:Lake Erie]]
[[simple:Lake Erie]]

15:00, 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Эри (акăлч. Lake Erie, фр. lac Érié) — Канадăпа АПШ çĕрĕсенчи кӳлĕ, Мăн кӳлĕсем шутĕнче пысăккăшĕпе тăваттăмĕш вырăнта.

Тавралăхĕ

Эри кӳли пăрпа витĕннĕ.

Кӳлĕн шыв лаптăкĕ — 25 700 çм². Эри тĕнчере 13-мĕш вырăнта пулать. Унăн вăрăммăшĕ — 388 çм, анлăшĕ — 92 çм. Кӳлĕ шывĕсем АПШ-н Огайо, Пенсильвани тата Нью-Йорк штачĕсен, Канадăн Онтарио провинцийĕн çыранĕсене çапăнаççĕ. Эри кӳлли тинĕс шайĕнчен 173,8 м таран çӳллĕ. Кӳлĕн кăнтăр-анăçĕнче утравсем темĕн чухлĕ. Шыв температури: 0-2°C — хĕлле, 24°C — çулла. Çыран çумĕ раштавра пăрланать, пуш-ака уйăхĕнче ирĕлет. Кӳлле Детройт, Гранд, Рейзин, Гурон, Моми, Сандаски, Куяхога юханшывсем юхса кĕреççĕ; Ниагара шывĕ юхса тухать, ун урлах Эри Онтарио кӳлĕпе çыхăнать. Эри хĕрринче Буффало, Эри, Толедо, Порт-Стенли, Монро, Кливленд хулисем никĕсленĕ. Эри ячĕ эриелхонан инди йăхĕн чĕлхинчен пулса тухнă (вăрăм хӳре тесе вĕсем пумăна палăртнă).

Истори

Малтан кӳлĕ таврашĕнче эри йăхĕсем (кăнтăр енче), аттавандарон йăхĕсем (çурçĕр енче) пурăннă. Французсем ирокезсемпе вăрçнă вăхăтра çав халăхсене пĕтĕмпех пĕтернĕ, вара вĕсен çĕрĕсене оттава, оджибве, виандот тата минго ятлă алгонкин йăхĕсем килсе йышăннă. Пĕрремĕш европеец, Эри кӳлĕ патне çитнĕскер, Луи Жолиэ пулнă. Вăл кӳлĕ çинче 1669 çулта пулнă, вара ун хыççăн кунта французсем пурăнма тытăннă.