Ылмаш: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: sk:Zámeno
FiriBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: ro:Pronume
75-мĕш йĕрке: 75-мĕш йĕрке:
[[pl:Zaimek]]
[[pl:Zaimek]]
[[pt:Pronome]]
[[pt:Pronome]]
[[ro:Pronume]]
[[ru:Местоимение]]
[[ru:Местоимение]]
[[sh:Zamjenica]]
[[sh:Zamjenica]]

18:46, 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Местоимени, — ят сăмахсен (япала ячĕсен, паллă ячĕсен, хисеп ячĕсен) пĕлтерĕшĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан, анчах вĕсен ячĕсене кăтартман пуплев пайĕ (эпĕ, эсĕ, вăл, хам, хăй, ку, çак, леш, кам, мĕн, мĕнпе). Местоименин конкретлă пĕлтерĕшĕ пуплевре çеç палăрать. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ылмаш терминпа усă курнă.

Пĕлтерĕшĕпе грамматика паллисем тăрăх местоименисем тĕрлĕ пуплев пайĕсем евĕрлĕ:

  • япала ячĕ пек (кам, мĕн, эпĕ, эсĕ, вĕсем);
  • паллă ячĕ пек (мĕнле, леш, нимĕнле, ку, çак);
  • хисеп ячĕ евĕрлĕ (миçе, мĕн чухле).

Чăваш чĕлхинче местоименисем çичĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

  • сăпат (эпĕ, эсĕ, вăл);
  • таврăну (хам, ху, хăй);
  • кăтарту (ку, çакă, çавă, лешĕ, хайхи);
  • ыйту (кам? мĕн? мĕнле? еппе? миçе? хăш?);
  • çуклăх (никам, нимĕн, нимĕнле, ниепле, нихăш);
  • паллă мар (такам, темĕн, темĕнпе, тепле, тахăш, темиçе);
  • паллă (пур, пурте, пĕтĕм, мĕнпур, ытти, кашни, харпăр, урăх, тепĕр).

Япала ячĕ евĕрлĕ местоименисем пурте вĕçленеççĕ, нумай хисепре пулаççĕ (эпе — эпир, вăл — вĕсем, хам — хамăр, кам — камсем, çав — çавсем).

Сăпат местоименийĕн пуçламăш форми вĕçленӳ парадигминче тĕп падежра çеç сыхланса юлать, ытти падежсенче сăмах тĕпĕ улшăнать (эпĕ — манăн, мана, эсĕ — санăн, сана...).

Таврăну местоименисем сăпат тата хисеп тăрăх улшăнаççĕ (1 с. хам — хамăр, 2 с. ху — хăвăр, 3 с. хăй — хăйсем); япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ.

Çуклăх тата паллă мар местоименисем — пулăвĕ тĕлĕшĕнчен иккĕмĕшле сăмахсем:

  • çуклăх местоимени ыйту местоимени умне ни префикс кĕрсе ларнипе пулнă (никам, нимĕн, ниепле);
  • паллă мар местоимени те ыйту местоименичен пулнă, анчах кунта та (те) префикс кĕрсе ларать (такам, темĕн, тепле).

Ыйту местоименисем пуплеври хутсăр предложенисене ыйтуллă тăваççĕ (Кам калас тет? Кам пĕлет?). Хутлă предложенире вĕсем пăхăнуллă предложенире тĕп предложенипе çыхăнтарма пулăшаççĕ (Кам ĕçлемест, çав çимест).

Хăш-пĕр местоименисем чăваш чĕлхинче -ашкал (-ешкел) аффикс йышăнма пултараççĕ (манашкал, санашкал, пирешкел), ун пек формăна местоименин евĕрлĕх форми теççĕ. Вăл сăпат, таврăну тата кăтарту местоименисенчен пулать (санашкал, хăвнашкал, çавнашкал). Кунашкал формăри местоимени ытларах япала ятне ăнлантарать, глаголпа та çыхăнма пултарать. [[ Синтаксис]] тĕлĕшĕнчен местоименисем предложенин пур членĕсем те пулма пултараççĕ.

Литература

  • Андреев Н.А. Местоимение // Материалы по грамматике современного чувашского языка Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П , Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи Ш., 1988.