Ключевский Василий Осипович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
п робот хушрĕ: mdf:Василий Ключевский
39-мĕш йĕрке: 39-мĕш йĕрке:
[[et:Vassili Kljutševski]]
[[et:Vassili Kljutševski]]
[[ja:ヴァシリー・クリュチェフスキー]]
[[ja:ヴァシリー・クリュチェフスキー]]
[[mdf:Василий Ключевский]]
[[ru:Ключевский, Василий Осипович]]
[[ru:Ключевский, Василий Осипович]]
[[uk:Ключевський Василь Йосипович]]
[[uk:Ключевський Василь Йосипович]]

00:11, 23 Чӳк уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Василий Осипович Ключевский (кăрлач, 16 (28) 1841, Вознесенское сали Пенза кĕперни — çу, 12 (25) 1911), Мускав — вырăс историкĕ,Петербург Ăслăлăх Академийĕн академике (1900), хисеплĕ академике (1908).

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

В. О. Ключевские чысласа кăларнă СССР почтă маркки, 1991, 10 пус (ЦФА 6380, Скотт 6055)

Осип Васильевич Ключевсий (1815 - 1850) ял чиркӳ çыннин ывăлĕ. Пенза Чун-чĕмлĕх семинаринче пĕлӳ илнĕ.

1861 çулта Мускав университечĕн историпе философи факультетне вĕренме тытăнать.

Кандидат диссертацине Сказания иностранцев о Московском государстве; магистăр диссертацине Древнерусские жития святых как исторический источник (1871 ç.) ыйтусемпе хӳтĕленĕ.

1885 çултанпа Мускав университечĕн профессорĕ.

1893-1895 çулсенче Александр III император хушнипе вырăс историпе Георгий Александровича аслă кнеçе курс лекцисемпе паллаштарать.

1905 çулта тĕп саккунсене сӳтсе явнă ятарлă ушкăна хутшăннă.

1882 çулта Ключевскин Боярская дума Древней Руси тухтăр диссертацийĕ пичетрен тухать.

1899 çулта Вырăс историн кĕске пулăшлă кĕнеки, 1904 çулта пур курсĕ çута тухать. Пурĕпе 4 том - Екатерина II тапхăрĕччен.

1906 çулта Парижра «Космос» çирĕплетӳллĕ Шотланди Сакĕн ретне Трачевский А.С. профессорпа, Аничков Е. В. историксемпе тата урăх паллă вырăс общество ĕçтешĕсемпе (кадет партийĕн юлташĕсем ытларах) пĕрле кĕнĕ.

Вырăс историне пăхса тĕпченĕ чух политикăпа экономика ĕç-пуçĕсене чи мала хурать.

Каçăсем