Алманчă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
'''Алманчă''', — [[Чăваш Ен|Чăваш Енĕн]] [[Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ|Патăрьел районĕнчи]] [[ял]]. [[Сăкăт (юханшыв)|Сăкăт]] [[юханшыв]]ĕ хĕрринче вырнаçнă.
'''Алманчă''', — [[Чăваш Ен|Чăваш Енĕн]] [[Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ|Патăрьел районĕнчи]] [[ял]]. [[Сăкăт (юханшыв)|Сăкăт]] [[юханшыв]]ĕ хĕрринче вырнаçнă.


Ялта [[Алманчă вăтам шкулĕ|вăтам шкул]], [[Алманчă ял вулавăшĕ|ял вулавăшĕ]], [[Алманчă культура çурчĕ|культура çурчĕ]], [[Алманчă фельдшер пункчĕ|фельдшер пункчĕ], [[Алманчăри халăх музейĕ|халăх музейĕ]] пур.
Ялта [[Алманчă вăтам шкулĕ|вăтам шкул]], [[Алманчă ял вулавăшĕ|ял вулавăшĕ]], [[Алманчă культура çурчĕ|культура çурчĕ]], [[Алманчă фельдшер пункчĕ|фельдшер пункчĕ]], [[Алманчă халăх музейĕ|халăх музейĕ]] пур.


==Истори==
==Истори==

13:44, 16 Раштав уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Алманчă, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Сăкăт юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, халăх музейĕ пур.

Истори

Яла халĕ Красноармейски районне керекен Алманч ялĕнчен тухнă çынсем никĕсленĕ. Халапсем тăрах вĕсене Айтар, Турай тата Суйкан чĕннĕ. Вĕсем виçĕ ывăл пулнă.

Пĕр архив хутĕнче Шупашкарти çарпуçĕ В.Н. Пушкин 1636 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Кĕнер вулăсĕнчи Кушак Пигеевне тата унăн юлташĕсене çак вырăнти çерсене уйăрса пани çинчен çырни пур. Ку çĕрсем вăл вăхатра пушă выртнă.

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта 55 кил пулнă, 151 арçын, 171 хĕрарăм пурăннă. XX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне ялта 154 килте 475 арçын, 468 хĕрарăм пурăннă.

Ку ял çыннисем Улатăр районĕнчи Суйкăн ялне никĕсленĕ.

Малтан Пăва уесне кĕнĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхěн 25 хыççăн Пăва кантонне кĕртнĕ. 1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. 1918-мĕш çулччен Тимбаево вулăсне кĕнĕ, кайран Шăмалак вулăсне кĕме пуçланă.

1927 çулхи юпа уйăхěн 1 Мăн Патăръел районне кěнě. 1935 çулхи çу уйăхěн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхěн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхěн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.

Паллă çыннисем