Ашмарин Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: nds:Nikolai Iwanowitsch Aschmarin
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке: 1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Ashmarin n i.jpg|thumb|Ашмарин Николай Иванович]]'''Ашмарин Николай Иванович''', — паллă [[тюрколог]], [[чăваш чĕлхи]] пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Наукăсен академимĕн член-корреспонденчĕ ([[1929]]). [[1870]] çулхи [[юпа, 4|юпа уйăхĕн 4]] [[Етĕрне]] хулинче çуралнă. [[1933]] çулхи [[çурла, 26|çурла уйăхĕн 26]] [[Хусан]]та вилнĕ.
[[Ӳкерчĕк:Ashmarin n i.jpg|thumb|Ашмарин Николай Иванович]]'''Ашмарин Николай Иванович''', — паллă [[тюрколог]], [[чăваш чĕлхи]] пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ ([[1929]]). [[1870]] çулхи [[юпа, 4|юпа уйăхĕн 4]] [[Етĕрне]] хулинче çуралнă. [[1933]] çулхи [[çурла, 26|çурла уйăхĕн 26]] [[Хусан]]та вилнĕ.


==Пурнăçĕ==
==Пурнăçĕ==
33-мĕш йĕрке: 33-мĕш йĕрке:
* Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.
* Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.


[[Category:Чăваш Ен паллă çыннисем]]
[[Категри:Чăваш Ен паллă çыннисем]]
[[Категри:Çынсем, алфавит тăрăхĕпе]]
[[Категри:1870 çулта çуралнисем]]
[[Категри:Юпан 4-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категри:Етĕрнере çуралнисем]]
[[Категри:СССР ĂА пайташ-корреспонденчĕсем]]
[[Категри:Çурлан 26-мĕшĕнче вилнисем]]
[[Категри:1933 çулта вилнисем]]
[[Категри:Хусанта вилнисем]]


[[nds:Nikolai Iwanowitsch Aschmarin]]
[[nds:Nikolai Iwanowitsch Aschmarin]]

19:50, 17 Раштав уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Ашмарин Николай Иванович

Ашмарин Николай Иванович, — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929). 1870 çулхи юпа уйăхĕн 4 Етĕрне хулинче çуралнă. 1933 çулхи çурла уйăхĕн 26 Хусанта вилнĕ.

Пурнăçĕ

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти учительсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр хĕвел тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн преподавателĕ (1920—1923). 1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультечĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи докторĕ. Николай Ашмарин Хусанти Хĕвел тухăç педагогика институчĕн проф-че ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Наукăсен академийĕн член-корреспондентне суйланă.

Ĕçĕсем

Николай Ашмарин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, раща ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мимологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Паллăрах ĕçĕсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вĕсен тематики питĕ анлă:

Литература

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.

Категри:Чăваш Ен паллă çыннисем Категри:Çынсем, алфавит тăрăхĕпе Категри:1870 çулта çуралнисем Категри:Юпан 4-мĕшĕнче çуралнисем Категри:Етĕрнере çуралнисем Категри:СССР ĂА пайташ-корреспонденчĕсем Категри:Çурлан 26-мĕшĕнче вилнисем Категри:1933 çулта вилнисем Категри:Хусанта вилнисем