Асхва: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Асхва
Budelberger (Сӳтсе яв | хушни)
Forbidden. Verboten.
16-мĕш йĕрке: 16-мĕш йĕрке:
==Паллă çыннисем==
==Паллă çыннисем==
* В. Дмитриева —Социаллă Ĕç Паттăрĕ
* В. Дмитриева —Социаллă Ĕç Паттăрĕ

--[[Хутшăнакан:Иванова Галина 23-07|Иванова Галина 23-07]] 20:33, 25 раштав 2008 (UTC)
* А. Андреев — контр-адмирал/ халĕ Мускавра пурăнать.
* А. Андреев — контр-адмирал/ халĕ Мускавра пурăнать.



02:10, 26 Раштав уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

АсхваЧăваш Республикин Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхне кĕрекен ял.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Асхвара 1330 çын пурăнать. Ытларахăшĕ Канаш хулинче ĕçлет. Мускав, Питер, Шупашкар хулисене каяканнисем те пур. Çапах та 454 çын кил çавăрса лартни тата 398 çемье чăмăртанни ял пурнăçне хисеплекенсем пурринех кăтартать. Асхвари акушер пукчĕн ĕçченĕ Л. Панфилова пĕлтернĕ тăрăх, 2006 çулта -12, 2007 - 14, 2008 çулта 4 пепке çут тĕнчене килнĕ. Апла пулсан Асхва "сывлать, пурăнать..."

Асхва кун-çулĕ

Асхва историйĕ питĕ кăсăк та кăткăс. Кам пуçласа янă ун никĕсне - никам та тĕплĕн ăнлантарса параймарĕ. Çав сăлтавпа ял историйĕ пирки икĕ шухăш çӳрет.

Пĕрремĕшпе - икĕ шухăшлав. Ялти хăш-пĕр çын Асхва ятлă чăваш ял пуçланипе ячĕ çапла пулса юлнă тесе палăртать.

Теприсем вăл ял варринче вырнаçнă Аслă Хăвапа пĕр килет тесе ĕненеççĕ. Иккĕмĕш верси Пикших ял историйĕпе çыхăннă. Маларах Пикших ялĕ пуçланса кайнă иккен, анчах ялти çынсем шыв çуккипе асапланнă. Урпай ятлă чăваш — сунара çӳреме юратаканскер — Асхва çырминче хăватлă çăл куç тупнă. Ял ячĕ 1796 çултанпа Аслă Хăва пулнă. Мĕншĕн Асхва ял историне Пикших ялĕпе çыхăнтарнине те ăнлантарма йывăрах мар. Иккĕшне ял канашĕ, вăтам шкул, спорт шкулĕ тата почта уйрăмĕ çыхăнтарать. Иккĕшĕ те Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхне кĕреççĕ.

Çутĕç, этеплĕх

"Ăс пухмалли чм лайăх мел - кĕнеке, хаçат-журнал"- тĕллевпе пурăнаççĕ Асхва ял çыннисем. Ватти- вĕтти кунĕпех - тĕслĕх библиотекăра. О. Александрова ачасен тата çитĕннисен тавра курăмне ӳстерес тесе нумай тăрăшать. Кĕнеке куравĕ, çамрăк вулавçăсен конференцийĕ тăтăш иртет. Оксана Николаевна компьютерпа усă курма никама та чармасть. Пĕчĕк вулавçăсем валли мультфильм куравĕсем тата пуç ватмăшсем яланах хатĕр. Пенсионерсем хапăлласах тăван чĕлхепе тухакан хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ, "Хыпар", Чăваш хĕрарăмĕ" çырăнса тăма манмаççĕ.

Паллă çыннисем

  • В. Дмитриева —Социаллă Ĕç Паттăрĕ
  • А. Андреев — контр-адмирал/ халĕ Мускавра пурăнать.

Вуламалли

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.