Челепи облаçĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: tt:Чиләбе өлкәсе
SpBot (Сӳтсе яв | хушни)
121-мĕш йĕрке: 121-мĕш йĕрке:
[[it:Oblast' di Čeljabinsk]]
[[it:Oblast' di Čeljabinsk]]
[[ja:チェリャビンスク州]]
[[ja:チェリャビンスク州]]
[[ka:ჩელიაბინსკი (ოლქი)]]
[[ka:ჩელიაბინსკის ოლქი]]
[[ko:첼랴빈스크 주]]
[[ko:첼랴빈스크 주]]
[[kv:Челябинск обласьт]]
[[kv:Челябинск обласьт]]

15:40, 13 Ҫурла уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Челепи облаçĕ
Челябинская область

[[Ӳкерчĕк:Челепи облаçĕн ялавĕ|125px|]] [[Ӳкерчĕк:Челепи облаçĕн гербĕ|85px]]
Челепи облаçĕн ялавĕ Челепи облаçĕн гербĕ
[[Ӳкерчĕк:Челепи облаçĕ Раççей карти çинче|270px]]
Тĕп хули Челепи
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

39

87900 км²
0,3%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

9

3603339 çын патнелле (2002)
40.4 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Уралçи Федераллă Округĕ
Экономика регионĕ Уралçи экономика районĕ
Регион номерĕ
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Кĕпернатăр Сумин Пётр Иванович
Премьер-министр
Госсовет председателĕ
Гимн Челепи облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0500

Челепи облаçĕРаççей Федерацийĕн субъекчĕ, Уралçи Федераллă округне кĕрет. Тĕп хули — Челепи. Облаçе 1934 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Çурçĕрте Свердловск, тухăçра Курган, кăнтăрта Оренбург облаçĕпе, анăç ĕнче Пушкăрт Республикипе, кăнтăр-тухăçĕнче Казахстанпа чикĕ тытать.

Тавралăхĕ

Челяба облаçĕ — Уралăн кăнтăр пайĕ.

Челяба облаçĕн çĕр лаптăкĕ — 88,5 пин тв. çм. Çурçĕртен кăнтăралла çитме — 490 çм. Анăçран тухăçалла — 400 çм.

Халăхĕ

Челепи облаçĕ пурăнакан йышĕпе (Шаблон:Çынна яхăн) Урал тăрăхĕнче 3-мĕш, Раççейре 9-мĕш вырăн йышăнать (2005).

2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе облаçре наци тĕслĕхĕ çакăн пек:

Халăх 2002 çулхи йышĕ, % (*)
Вырăссем 82,3 %
Тутарсем 5,7 %
Пушкăртсем 4,6 %
Украинсем 2,14 %
Казахсем 1 %
Нимĕçсем 0,8 %
Белоруссем 0,56 %

Çутçанталăкĕ

Çĕр пичĕ (рельефĕ)

Челепи облаçĕн çĕр пичĕ тĕрлĕ евĕрлĕ. Вăл миллион çул хушши улшăнса аталаннă. Облаç çĕрĕ айлăм, сăрт тата 1000 м çӳллĕшлĕ ту хырçа чылай.

Радиохастар вараланăвĕ

"Химкомбинат «Маяк»" радиохастар каяш пăрахакан Теча юханшывĕ Челепи облаçĕн çĕрĕпе юхать. Юханшыв çыранĕнче радиохастар фонĕ нумай хут хăватлă. «Маяк» çинче 1957 çулта сиксе тухнă авари хăрушуллăхĕ тĕшĕллĕ энергетикăра Чернобыльри хыççăн тĕнчери иккĕмĕш вырăнта шутланать, ăна Кăштăм трагедийĕ тесе палăртаççĕ.

«Маяк» тупăш пĕрлешĕвĕ радиохастар материалĕсене хатерлес енĕпе раççейĕн калăплă тĕпĕ пулса тăрать. Çак пĕрлешӳ Коль, Çĕнĕ Воронеж тата Белояр атомлă станцисем валли хатĕр çунăклă япала тăвать, çаплах атăмлă шывай киммисен тĕшĕллĕ çунăк япалалăхне йӳнеçтерет.

Челепи облаçĕн радиохастар тасамарлăхĕ пирки калаçăва темиçе хут та тапратнă, анчах та "Химкомбинат «Маяк»" çав тери стратегиллĕ кирлĕ пулнипе çак лару-тăрăва ниепле те улăштарайман.

Халĕ «Маяк» химкомбинат районĕ (Озёрск хули), экспертсен тишкерĕвĕпе, планета çинчи радиациллĕ чи хăрушă вырăн шутланать. Пурăнакан халăх çак ĕç-хĕле çапла палăртать: Урала тĕнчери радиохастар каяш купи туса хунă.

Вуламалли

  • Левит А. И. Южный Урал: география. Учебное пособие, 2007.

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.