Корсика: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: bn:কর্স্‌
76-мĕш йĕрке: 76-мĕш йĕрке:
[[be-x-old:Корсыка]]
[[be-x-old:Корсыка]]
[[bg:Корсика]]
[[bg:Корсика]]
[[bn:কর্স্]]
[[bn:কর্স্‌]]
[[bo:ཁོར་སི་ཁ་གླིང་ཕྲན།]]
[[bo:ཁོར་སི་ཁ་གླིང་ཕྲན།]]
[[br:Korsika]]
[[br:Korsika]]

01:32, 2 Чӳк уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Collectivité Territoriale de Corse
Регион ялавĕ Корсика пĕрлĕ территори Герб
(регион ялавĕ) Регион гербĕ
Корсика пĕрлĕ территори Франци картти çинче
Тĕп хула Аяччо
Лаптак¹ 8680 км²
Президент канашĕ Анж Сантини
(1998 çултанпа; Халăх юхăмĕн пĕрлĕхĕ)
Халăх
 * 2004
 * хыпарсем 1999 г.
 * Йышлăхĕ
(25-мĕш вырăн)
272 пин
260 пин
31 çын 1 км² çине (2004)
Тăрăхсем 5
Кантонсем 52
Коммунăсем 360
Департаментсем КăнтăрКорсика
Тури Корсика
1 Çĕр реестрĕпе, 1 км² ытла лаптăклă кӳлĕсем, пĕвесем тата пăрлăхсем, çаплах юханшыв эстуарисем кĕмеççĕ.

Ко́рсика (фр. Corse, корс. Corsica) —Вăтаçĕр тинĕсĕнчи пысăккашĕпе тăваттăмĕш утрав, Францин 26 регионĕсенчен пĕри. Пысăк хула — Аяччо. Халăх йышĕ — 272 пин çын (25-мĕш вырăнта).

Тавралăхĕ

Ӳкерчĕк:Corsica map RU.gif
Утравăн картти

Территори лаптăкĕ 8680 км². Региона Кăнтăр Корсика тата Тури Корсика департаментсем кĕреççĕ.

Утрав варринче — 3000 м çӳллĕш тусем. Юханшывсем ту çинчен анаççĕ, пăрахут çӳреие юрăхлисем: Гравона, Рестоника, Тараво тата урăххисем. Пысăкки — Голо (90 км).

Кун-çулĕ

Пирĕн эрăччен 6 пин çул каялла вырăнти сунарçăсемпе çутçанталăк çимĕçне пуçтаракансене импрессо этеплĕхĕ хĕстерме тытăнать. Корсика этеплĕх йăли кӳршĕ Сардинин сĕме айне лекет. Пирĕн эрăччен 2 пин çул маларах сардини Боннанаро этеплĕхĕн сĕмĕпе утрав çинче торе этеплĕхĕ çĕкленет, унăн палăкĕсем сардини нурагĕсем евĕр торе-турулсем. Çакăн хыççăн кĕçех Корсикăна нурагсене тăвакансем ярса илеççĕ, каярах утрава çавсемпе тăван этрусксем туртса илеççĕ.

Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте Корсика çине грек-фокейсем пырса тухаççĕ, кунта вĕсем Алали хулана никĕс хураççĕ. Вĕсен хулашăн этрус-карфаген флочĕпе хаяррăн тинĕсре çапăçма тивет. Корсикăна пирĕн эрăччен V ĕмĕрте çĕнсе илнĕ карфагенсем пирĕн эрăччен 238 çулта утрава римсене хăввармалла пулать. Корсикансем рим пуçлăхĕсене хирĕç чăкăрташнă пулин те, çичĕ çул (236—230) хĕрнĕ кĕрешӳре пăхăнаççĕ. Корсика императорсен влаçĕпе çӳле хăпарса (хулана 33 хӳтлĕхпе хупăрланă пулнă) каять.

Вандалсем тапăнса кĕнипе (470 çултанпа) Корсика V ĕмĕрте юхăнса пырать. Велизарий утрава 533 çулта вандалсенчен хăтарать, çакăнтанпа утрав е Висантие, е готсене пăхăнса тăрать. Каярах вĕсене франксем (754) тата сарацинсем (850) çĕнтереççĕ, çакăн пирки тинç хĕрринчи турулсем пĕлтереççĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Корсика пизансен аллине лекет те ăна темиçе феодал хушшинче ваклаççĕ.

1077 çултанпа корсикансем папăна хăйсен аслă пуçлăхĕ вырăнне хунă; Урбан II Корсикăна тытса тăма пизансене парать, лешсем ăна 1300 çулта Генуй республикин вллине куçараççĕ, генуйсен влаçне корсикансем 1387 çулта тин йышăнаççĕ, унчен темиçе хутчен те пăлханаççĕ (тĕсл. Сампьетро ертсе пынă 1553 — 1570 çç. пăлхав).

1768 ç. Компьен трактачĕпе Генуй утрава Францине парăм вырăнне парать.

Паллă çынсем

Корсикăра Наполеон Бонапарт, çаплах Аббатуччи çемьин çарпа патшалăх ĕçченĕсем çуралнă. Пĕр версипе Корсикăра Христофор Колумб çуралнă.

Утрав çыранĕнчи Аяччо (фр. Ajaccio) хула Alizee(тулли яче Ализе́ Жакоте́) юрăçшăн тăва кĕтес пулса тăрать.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA