Первомайски (Патăрьел районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
58-мĕш йĕрке: | 58-мĕш йĕрке: | ||
[[1958]] çулта пĕтернĕ. Ĕç хатĕрĕсене [[Шăхач йывăç комбиначĕ|Шăхач йывăç комбинатне]] куçарнă. |
[[1958]] çулта пĕтернĕ. Ĕç хатĕрĕсене [[Шăхач йывăç комбиначĕ|Шăхач йывăç комбинатне]] куçарнă. |
||
==Паллă |
==Паллă янташсем== |
||
* [[Горшков Николай]], [[чăвашсем|чăваш]] [[сăвăç]]и. |
* [[Горшков Николай]], [[чăвашсем|чăваш]] [[сăвăç]]и. |
||
* [[Давыдов-Анатри Василий Иванович]], [[чăвашсем|чăваш]] [[сăвăç]]и. |
* [[Давыдов-Анатри Василий Иванович]], [[чăвашсем|чăваш]] [[сăвăç]]и. |
11:00, 14 Пуш уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси
| | |
Гербĕ | Ялавĕ |
---|---|
Аслă Арапуç | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Чăваш Республики |
Район | Патăрьел районĕ |
Ял тăрăхĕ | Аслă Арапуç ял тăрăхĕ |
Никĕсленĕ (çул) | XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 1262 (2006) |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 83532 |
Почта индексĕ | 429364 |
Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | 97 207 850 001 |
Первомайски, — Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи сала. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă.
Ялта шкул, ача-пăча вулавăшĕ, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, МТС, аптека пур.
Истори
Яла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.
Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
Экономика
Аслă Арапуç райпромкомбиначĕ — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче малтан вырнаçнă комбинат. Упус завочĕ çинче никĕсленĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта туртаракан лашасем валли çунасемпе урапасем ăсатнă.
Каярахпа 4 цех йĕркеленĕ пулнă: упус, йывăç касакан, кирпĕч, рогожтĕрлекен цехсем.
1958 çулта пĕтернĕ. Ĕç хатĕрĕсене Шăхач йывăç комбинатне куçарнă.
Паллă янташсем
- Горшков Николай, чăваш сăвăçи.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, чăваш сăвăçи.
- Исмуков Николай Аверкиевич, чăваш сăвăçи.
- Митта Василий Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Иван Егорович, чăваш çыравçи, тăлмачĕ.
- Митта Ирина Вингеровна, чăваш тăлмачĕ.
- Митта Николай Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Пётр Егорович, чăваш çыравçи, драматургĕ.
- Митта Яков Егорович, чăваш сăвăçи.
Çавăн пекех пăхăр
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |