Париж: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: hsb:Pariž
п робот улăштарчĕ: arz:پاريس
338-мĕш йĕрке: 338-мĕш йĕрке:
[[ar:باريس]]
[[ar:باريس]]
[[arc:ܦܐܪܝܣ]]
[[arc:ܦܐܪܝܣ]]
[[arz:باريس]]
[[arz:پاريس]]
[[ast:París]]
[[ast:París]]
[[az:Paris]]
[[az:Paris]]

07:09, 30 Пуш уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Парис
Хула гербĕ
Патшалăх: Франци
Регион: Иль-де-Франс
Никĕсленĕ: 1147
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 2100 (1999)
Хула лаптăкĕ: 86 928 км2
Геогр. анлăхĕ: 48°52′00″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 2°19′59″ х.т.д.


Парис (франц. Paris), — Францин тĕп хули, патшалăх хуçалăхĕпе этеплĕхĕн тĕплĕ вырăнĕ. Сена юханшыв хĕрринче ларать.

Эйфел мăн турулĕ — Парисăн чаплă символĕ

Парис çаплах тĕнче шайĕ палăртуллă — кунта ЮНЕСКО, ОЭСР тата Тĕнче сутă-илу палатти штаб-хваттерĕсем вырнаçнă.

Тавралăхĕ

Парис чул урамĕнчи парис меридиан медальонĕ

Хула ентре Парис шыв-çĕрĕн варринче, тинĕс шайĕнчен 65 м çӳллĕрех вырнаçнă. Парисăн пурăну кварталĕсен чиккине35 çм тăсăлăвлĕ ункăллă автоçулĕ йĕрлет. Парис çумне çаплах анăçалла вырнаçнă Булон вăрманĕ тата тухăç енчи Венсен вăрманĕ те кĕрет. Хула лаптăкĕ — 105 çм², çак парксен лаптăкĕпе, 87 см² — вĕсемсĕр пуçне.

Парис меридианĕ франци карттисенче нуль меридианĕ шутланнă. Прис меридианĕ халĕ те чуллă çул, тротуарсенче тата çуртсем çинче бронза паллисемпе кăтартнă.

Климачĕ

Парис вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă.Çулти вăтам температура 10,9 °C, çулти вăтам нӳрĕклĕх — 585 мм. Парисăн микроклимачĕ, тăвăрлăхĕпе тасамарлăхне пула, сывлăш температурипе регионра 2 °C çӳллĕрех, нӳрĕкрех, кăнтăрлари çутăлăхĕ сахалтарах, каçĕсем çутăрах.

Чи шăрăх уйăхĕ — утă — вăтам температури 19,0 °C, чи сивви — кăрлач —вăтам температури 3,1 °C. Çурла уйăхĕ чи çумăрли, вăтамран 62 мм; чи сахалли — пуш уйăхĕнче, вăтамран 32 мм.

Уйăх Кăрлач Нарăс Пуш Ака Çу Çĕртме Утă Çурла Авăн Юпа Чӳк Раштав Çул
Вăтам çӳлли °C 7 9 13 16 20 23 24 25 21 15 9 8 15
Вăтам аялти °C 4 4 6 9 12 15 16 16 12 8 4 4 7
Çăлкуçĕ: MSN Weather

Халăхĕ

Демографи хыпарĕсем

Авал вăхăтра, вăтам ĕмĕрсенче вĕçĕ-хĕррисĕр вăрçăсене, мур амакне тата выçлăха пула пурăнакансен йышĕ чылаях ӳкет. Теслĕхрен, 1832 çулхи холера эпидеми инкекĕнче 20 000 яхăн çын çĕре кĕрет.

XIX ĕмĕрти индустриализаци тапхăрĕнче этем питĕ хăвăрт ӳсет. 1921 çулта йыш 3 миллиона çитет, çак цифра халиччен Парисăн историнче чи йышли шутланать. Халĕ Парисра икĕ миллионран кăшт ытларах çын пурăнать.


Парис
халăхĕн улшăнăвĕ

1150 50 000
1200 120 000
1328 200 000
1365 275 000
1422 100 000
1500 150 000
1565 294 000
1590 300 000
1637 415 000
1680 515 000
1750 576 000
1789 650 000
1801 547 800
1810 714 600
1851 1 053 000
1872 1 851 702[1]
1881 2 240 000
1901 2 714 000
1926 2 871 000
1954 2 850 000
1975 2 300 000
1999 2 125 000
2007 2 143 000
Des villages Cassini

Франци тĕп хулин территории çинче Иль-де-Франс регионĕн 19,3 % тата çĕршывăн 3,6 % халахĕ пурăнать. Çапла вара, Парис Францин чи йышлă çĕрĕ — 20 433 çын/çм² — пулать. Халăх йышлăхĕ кашни тăрăхăн тĕрлĕ. Сайрарах халăх тăрăхсем — 12-мĕш (8 370 çын/çм²) çак территорие Венсен вăрманĕпе 1-мĕш (9 228 çын/çм²) тăрăхсен çĕрĕсене кĕртнипе пулаççĕ. Чи йышли —40000 çын/çм²[2]. ытла 11-мĕш тăрăхĕ

Этнос йышĕ

Халĕ Парисра 310 000 яхăн ют çĕр çынни пурăнать, ку хулан 14,5 % шутланать[3]. Чылай енĕпе иммигрантсем Португали, Алжир, Марокко çĕршывĕсенчен тата Европăпа Африкăран тухнă çынсем.

Тĕнĕ

80 % халахĕ христиансем, 75 % хăйсене католиксем теççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ —латтин мешехиллĕ католикĕсем, тепĕррисем — эрменпе висанти мешехиллĕ.

Административлă пайĕсем

Парисăн 20 тăрăхĕ

Уйăраççĕ: Paris intra-muros (тĕплĕн куçарсан: «хӳтлĕх ăшĕнче») — харпăр Парисĕ, тата Grand Paris («Мăн Парис») — хулапа хулаçум пурăну вырăнĕсем, Парис агломерацийĕ.

Парис официаллă 20 муниципаллă тăрăхран тытăнса тăрать, вĕсене варринчен тулашнелле тата сехет сăнни куçнă май нумĕрленĕ. Кашни тăрăх тăватă квартала пайланать, кашнин хăйĕн полици уйрăмĕ пур.

Политика

Тăванлă хуласем

Парис мэрийĕ (Отель-де-виль)

Тăванлă хуласем[4]:

  • Рим, Итали (1956) — Парисăн пĕртен-пĕр тăванлă хула, мĕншĕн тесен «Парис çеç Рима тивĕçлĕ; Рим кăна Париса тивĕç» (фр. Seule Paris est digne de Rome; seule Rome est digne de Paris).

Франци тĕп хули туслăхпа пĕрлĕ ĕçлĕх килĕшӳ хучĕсене çак хуласемпе ал пусса çирĕплетнĕ:

Хуçалăхĕ

Ӳкерчĕк:La Defense dsc07134.jpg
Дефанс — Парисăн ĕçлĕх кварталĕ.
Le Figaro Пичет çурчĕ.

Истори

Лютеци планĕ.

Хула никĕсне хуни

Хула пирĕн эрăччен III ĕмĕрте кельтсен паризи йăхĕ йышăннă хальхи Сите утравĕнчи Лютеци пурăну вырăнĕнче никĕсленĕ. Хулан хальхи ячĕ çак йăхран сыхланса юлнă. Лютеци пирки пĕрремĕш пирĕн эрăччен 53-мĕш çулхи Юлий Цезарь Галлипе вăрçнин 6-мĕш кĕнекинче çырнă.

Пирĕн эрăччен 52 çулта римсен хулана тӳрех туртса илесси ăнăçлă пулман, иккĕмĕш хут тапăнсан, паризисем Лютецие çулăма кĕртеççĕ, кĕперсене ишĕлтереççĕ. Римсем вара вĕсен утравне тĕкĕнмесĕрех, Сенăн сулахай çыранĕнче çĕнĕ хула туса лартаççĕ. Унта термсем, форум тата амфитеатр çĕкленĕ. Рим Империнче хула ытла палах улман.

Вăтам ĕмĕрсем

Парис планĕ, 1223 çул.

Римсем хуçаланни 508 çулта франксем килсе кĕнипе вĕçленет.

Филипп II Август тапхăрĕнче хулан хӳтлĕхне çирĕплетеççĕ: 1190 çулта Сенăн сылтăм хĕрринче, 1210 çулта — сулахай енче те хула хӳтлевне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах Парисăн анăç тулашĕнче Лувр карманне туса лартаççĕ.

XI ĕмĕртен пуçласа Парис — европа çутĕçĕн, пирваях, тĕнĕн, тĕпĕ пулса тăрать. XIII ĕмĕрте, вĕретӳçĕсем хушшинчи тавлашусене пула, сулахай çыранĕнче (хальхи Латтин кварталĕ) «никама пăхăнман» колледж йĕркеленет, каярах вĕсенчен паякунхи Сорбонна çуралать.

XIV ĕмĕрте хулана юханшывăн сылтăм çыранĕнчен тепĕр хӳтлĕхпе хупăрлаççĕ, халĕ çак вырăнта Мăн Бульварсем.

Çĕнĕ самана

Бастилие кĕрешсе илни.

Людовик XIV вăхăтĕнче патша кил вырăнĕ Версале куçса каять, анчах та Парис хуçалăхĕ аталанса пынă,çын йышĕ ӳснине май çавах Францин политика тĕпĕ шайне алран ямасть.

1844 çулта хула тавра виççĕмĕш карман хӳтлĕхне хăпартаççĕ, халĕ çав тĕлте хулан çавра ункă çулĕ выртать. Çывăх тавралăхĕнче 39 çухрăм тăршшĕллĕ çирĕплетӳ йĕрĕсене туса хунă. 16-фортлăскер, хăй вăхăтĕнче чи хăват хӳтĕлев çурт-йĕрĕ шутланнă.

Эйфел турулне 1889 çулхи Пур тĕнче куравĕ тĕлне тӳпене хăпартнă.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Парисра 21 Пур тĕнче куравĕсенчен 5-шĕ иртет, çакă ĕнтĕ хулан этеплĕх тата политиса сĕмне палăртать.

Иккĕмĕш импери сӳнсен тата Париса нимĕç çарĕсем кĕрсе Парис коммунине çĕмĕреççĕ, состоящая из рабочих, ремесленников и мелких буржуа, выступила против временного консервативного правительства республики.

XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунçуллăхĕнче («Паха тапхăр»), Франци хуçалăхĕн кунчен пулман аталану тапхăрĕ пулать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче хулана нимĕç вермахчĕ оккупацилет, çак намăс-хĕнлĕхрен хула 1944 çулхи çурла уйăхĕнче çеç хăтăлать.

1968 çулхи çу уйăхĕнче Парисра йышлă пăтранчăксем тапранаççĕ, çавсене пула ертӳлĕхе çеç мар, этем пĕрлĕхĕн тĕплĕхне, франци çыннисен чун-чĕмлĕхне те улăштарать.

Транспорчĕ

Парис ункăллă çулĕ

Чукун çул транспорчĕ

Сен-Лазар вокзалĕ, ун умĕнче — метрон 14-мĕш йĕрĕ.

Чукун çулăн йĕрĕсем парис вокзалĕсене Францин пур çĕрĕсемпе тата куршĕ çĕршывсемпе çыхăнтараççĕ. Хула вокзалĕсенене пĕрлĕ усă куракан çĕр çинчи транспортпа çитме пулать.

Япала турттарма Лё Бурже вокзалĕпе ус кураççĕ.

Пĕрлĕ халăх транспорчĕ

Парис метрополитенĕ

Çутĕçпе ăслăлăх

Францин чи чаплă аслă пĕлӳ керменĕсем унăн теп хулинче вырнаçнă.

Сорбонна

Чи папаллă Парис университечĕ — Сорбонна, ăна 1257 çулта Робер де Сорбон чухăн çынсене Турă пĕлуне парас тĕллевпе йĕркелесе янă[5]. Питĕ хăвăрт Сорбонна (хăйĕн ятне университет XIV ĕмĕрте çеç тивĕçнĕ) Парисăн та, Францин та чи чаплă пĕлӳ вырăнĕ пулса тăрать. Сорбонна тавра Латтин кварталĕ чăмăртанать, çак ят каярах урăх хулари студентсен кварталĕсене те куçать. 1968 çулта Парис университетне улăштарнă та 13 ирĕклĕ аслă пĕлӳ керменĕ туса хураççĕ, вĕсенчен 5 халĕ Парис çумĕнче вырнаçаççĕ[6].

Парис-Дофин университечĕ.

Парисрах Франци институчĕ (Institut de France) вырнаçнă, унăн 5 академи, вĕсенчен чи мăнни та чи чапли Институт шутне 1803 çулта кĕнĕ Франци Академийĕ шутланать. Франци Академийĕ Валентэн Конрар 1629 çулта йĕркеленĕ парис литература кĕтесĕнчен çуралать. Патшалăх ăслăлăх тĕпĕн статусне Академи 1635 çулта тивĕç пулать[7].

Урăх чаплă пĕлӳ керменĕсен шутне Коллеж де Франс, Политехника шкулĕ, Аслă виçе-йĕрке шкулĕ, Католици институчĕ, Ту ĕç институчĕ тата Наци тытăмлăх институчĕ кĕрет.

Наци вулавăшĕн кивĕ çуртĕнчи çавра залĕ

Хула тăвасси

Эйфель турулĕ ирхи хĕвел пайăркисенче.

Архитектура

Ӳкерчĕк:Paris view from the Eiffel Tower.jpg
Эйфел турулĕ çӳллĕшĕнчен пăхсан.

Этеплĕх, вăхăт ирттересси

Музейсем

Франци патшисен пулнă кил йăвинче 1793 çулта уçнă Лувр музейĕнче тĕнчери паллă пухăвĕсенчен пĕри упранать. Коллекци шутĕнче аваллăхран пуçласа XIX ĕмĕрĕн вĕçне çити тапхăрне кĕрекен 30 000 экспонат.

Çутатнă кантăк пирамидиллĕ Лувр.

Орсе музейĕ малтан чукун çул Орсе вокзалĕ пулнă çуртĕнче, Сена çыранĕнче вырнаçнă. Вокзал çуртне Париспа Орлеана çыхăнтарас тĕллевпе Виктор Лалу ĕç тăвăмĕпе 1900 çулта туса лартнă, анчах та 1939 çулта хупнă. 1980-мĕш çулсенче Гае Ауленте ертсе пынипе çурта çĕнетсе улăштарса çĕнĕ музей турĕç.Орсе музейĕнче франци импресионисчĕсен коллекцийĕпе паха. Вĕсемпе пĕрле кунта 1848—1914 çç. тапхăрти ӳкерчĕксене, скульптурăсене, фотографисене тата сĕтел-пукана кăтартаççĕ.

Орсе музейĕн ăшĕ.

Жоржа Помпиду этеплĕх тĕпĕ

Театăрсем

Гарнье опери, мăн залĕ.

Парис опери опера ӳнерлĕхаталанăвне нумай ӳсĕм панă. Паян Парисра опера икĕ театăрĕ: Гарнье оперипе Бастили опери. 1875 çулта уçăлнă, архитектор ячĕллĕ Гарнье опери, лаптăкĕпе 11  237 м², тĕнчипе те чи пысăкки шутланать. Çĕнни — Бастилия опери — 1989 çултанапа ĕçлет. Уçăлнăранпах унта балет тата классика опера спектакăлĕсене лартаççĕ.

Чаплă Комеди Франсез 1680 çулта малтанхи Мольерăн темиçе ушкăнлă Illustre Théâtre театăрĕнчен çуралать. Комеди Франсез сценинче Сара Бернар тата Жан-Луи Барро пеккисем вылянă. Халĕ театр классика репертуарĕпе куракансене хавхалантарать.

Варьете кăмăллакансем валли Парисра темĕн чуль кабаре. Чи астăвăмрисем — Мулен Руж, Лидо тата Латтин кварталĕнчи Парадиз Латтин.

Синематограф

Синематограф курăм ӳнерлĕхĕ шайĕпе Парисра 1895 çулхи раштав, 28 çуралать. Капуцинок бульварĕнчи «Гран-кафере» «Люмьерсен синематографне» пĕрремĕш хут кăтартаççĕ.

Çавăн пекех вулăр Франци синематеки.

Гастрономи

Кафе де Флор, Сен-Жермен бульварĕ.

Каçăсем

Шаблон:Парис

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA

  1. ^ 1856 — 1861 çç. Парис çумне таврари çывăх пурăну вырăнĕсене хушнă, çакна пула тĕп хулан çын йышĕ тӳрех çур миллиона ӳснĕ
  2. ^ Халăх йышлăхĕ (акăлч.)
  3. ^ INSEE: Иль-де-Франс регионĕнчи ют çĕр çын калăпăшĕ, 1999 (фр.)
  4. ^ Тăванлă хуласем
  5. ^ История Сорбонны на официальном сайте (фр.)
  6. ^ Культура и система образования
  7. ^ Официальный сайт Французской академии (фр.)