Финн чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: pnb:فنی
п робот хушрĕ: mr:फिनीश भाषा
93-мĕш йĕрке: 93-мĕш йĕрке:
[[mhr:Финн йылме]]
[[mhr:Финн йылме]]
[[mk:Фински јазик]]
[[mk:Фински јазик]]
[[mr:फिनीश भाषा]]
[[ms:Bahasa Finland]]
[[ms:Bahasa Finland]]
[[myv:Суоминь кель]]
[[myv:Суоминь кель]]

15:21, 8 Ҫурла уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Финн чěлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кěрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тěп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.

Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшěнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чěлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.

ISO 639 стандартĕнче ку чěлхен кочěсем: fi, fin.

Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕ

Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,

  • ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать.
  • Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чĕр чун таврашĕн ыйтăвĕ - мĕн.
  • Сайра-хутра пĕр пек сăмах тĕл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витěмěпе пулăннă пěр пеклěх.
  • Сăмахăн пĕрремĕш сасă хупă пулсан, янравлă пулаймасть: panki банк (чăвашсем те "панк" теççĕ).
  • Иккĕшĕн ф сасси çукччĕ. ун вырăнне халăх в каланă.

Тĕпчекенсем

Чăваш чěлхине тěпченě тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чěлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ю. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем

Финла-чăвашла сăмахсар

2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tshuvassilais-suomalainen sanakirja, ISBN 951-29-3349-7)тухрĕ. [1] [2]Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.

Каçăсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA