Шекли Роберт: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Викификация
SassoBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: no:Robert Sheckley
30-мĕш йĕрке: 30-мĕш йĕрке:
[[ja:ロバート・シェクリイ]]
[[ja:ロバート・シェクリイ]]
[[lv:Roberts Šeklijs]]
[[lv:Roberts Šeklijs]]
[[no:Robert Sheckley]]
[[pl:Robert Sheckley]]
[[pl:Robert Sheckley]]
[[ru:Шекли, Роберт]]
[[ru:Шекли, Роберт]]

05:16, 3 Юпа уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Шекли Роберт

Роберт Шекли, — америка çыравçи. 1928 çулхи утă уйăхĕн 16 Нью-Йоркри Бруклинта çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 9 Нью-Йорк штачĕнчи Покипси хулинче инсульт хыççăн вилнĕ.

1991 çулта вăл ăслăлăх фантастикине ӳсĕмлĕ кӳртĕм кĕртинишĕн Даниэль Галлан паллине тивĕçнĕ пулнă. 1998 çулта Санкт-Петербург хулинче ăна çавăн пекех ăслăлăх фантастикипе кулăш тĕлĕшĕнчи ĕçĕсемшĕн «Странник» паллине панă.

Пурнăçĕ

Бруклинта (Нью-Йорк) çуралса Нью-Джерсире ӳснĕ. Пĕчĕк чухне Рей Бредбери, Теодор Стерджин, Генри Катнер ĕçĕсене килленсех вуланă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кореяра çар службинче тăнă. Унтан таврăнсан Нью-Йорк университетне вĕренме кĕнĕ. Университета гуманитари ăслăлăхĕсен степеньĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Кун хыççăн вăл хăйĕн ăслăлăхпа фантастикăллă калавĕсене журналсене сутма тытăннă. Темиçе çул хушши вăл пурĕ 100 ытла калав кун евĕр пичĕтленĕ.

Юлашки çулсенче Роберт Шекли мăшăрĕ Гэйл Дана çыравçă пулнă. Орегон штачĕнчи Портлендра пурăннă.

Ӗçĕсем

Унăн пĕрремĕш «Immortality Inc.» (1958) романĕ тăрăх 1992 çулта «Freejack» фильм ӳкернĕ. Унсăр пуçне унăн кĕнекисем тăрăх «The Tenth Victim» (1965), «Escape from Hell Island» (1965), «Dead Run» (1969), «Condorman» (1981), «The Prize of Peril» (1983) тата ытти фильмсене ӳкернĕ.

Чи паллă кĕнекисем: «Immortality Inc.», «Ăс-тăн ылмашăвĕ» («Mindswap») и «Тĕлĕнтермĕш координатисем» («Dimension Of Miracles»). Роджер Желязны çыравçăпа пĕрле вăл виçĕ серинчен тăракан кĕнекесене çырнă: «Принц пуçне мана илсе килсе пар» («Bring Me The Head Of Prince Charming»), «Фаустпа сире ăнăç килмерĕ пулсан» («If At Faust You Don’t Succeed») и «Пьеса малалла тăсăлмалла» («A Farce To Be Reckoned With»).