Шăмăршă районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: ru:Шемуршинский район
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
22-мĕш йĕрке: 22-мĕш йĕрке:


Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: [[чăвашсем]] - 78%, [[тутарсем]] - 11%, [[вырăссем]] - 6,9%.
Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: [[чăвашсем]] - 78%, [[тутарсем]] - 11%, [[вырăссем]] - 6,9%.
==Административлă пайлану==
* [[Анат Чаткас ял тăрăхĕ]]
* [[Васан ял тăрăхĕ]]
*[[Карпай-Шăмăршă ял тăрăхĕ]]
* [[Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ]]
* [[Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕ]]
* [[Палтиел ял тăрăхĕ]]
* [[Пуянкасси ял тăрăхĕ]]
* [[Чукал ял тăрăхĕ]]
* [[Шăмăршă ял тăрăхĕ]]


== МИХ ==
== МИХ ==

14:49, 17 Раштав уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Шăмăршă районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр енче вырнаçнă район. Районан администрациĕ Шăмăршă.

Кун-çулĕ

Пĕрремеш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри, хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалрах пурăннă. Археологсем Никишкинопа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕкхи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.

XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Икĕ тапхăр палăртаççĕ:

  1. XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ — XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри: хырла засека йĕрне тунă хыççăн;
  2. 1648 çултан — Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.

1667-мĕш çулта Чĕмпĕр уесĕнче çак ялсене асăнаççĕ: Шимурша (Шăмăршă), Болтайка Уразлеева (Мишер Палтиел), Мордовские Тюки (Ирçе Тĕкки), Буяново, Малое Болтаево, Андреевка (Энтриел). Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата вăта районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирçесем никĕсленĕ.

1797-мĕш çулта Чĕмпĕр кĕпернинче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, улпутсен, хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем Пăва уесĕн Вăрманкасси, Каракитан, Кахăрлă вулăсĕсене кĕнĕ.

1835-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат указĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр çурчĕн (картишĕн) министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.

1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хули Шупашкар) тăвас текен йышăну тухнă. ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпӳ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесчĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи халăх çыравĕпе Шаблон:Çыншутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран Шаблон:Çынпурăнать.

Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.

Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.

Административлă пайлану

МИХ

Районти хаçат "Шăмăршă хыпарĕ".

Ял тăрăхĕсем

Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:

  1. Пăчăрлă Пашъел ял тăрăхĕПăчăрлă Пашъел ялĕ;
  2. Пуянкасси ял тăрăхĕПуянкасси ялĕ;
  3. Карапай-Шăмăршă ял тăрăхĕКарапай-Шăмăршă ялĕ;
  4. Васан ял тăрăхĕВасан ялĕ;
  5. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕКивĕ Чукал ялĕ;
  6. Палтиел ял тăрăхĕПалтиел ялĕ;
  7. Чаткас ял тăрăхĕАнат Чаткас ялĕ;
  8. Чукал ял тăрăхĕВырăс Чукал ялĕ;
  9. Шăмăршă ял тăрăхĕШăмăршă ялĕ.

Паллă çыннисем

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.