Радон: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Manubot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: az:Radon
122-мĕш йĕрке: 122-мĕш йĕрке:


<!--Interwikis-->
<!--Interwikis-->

{{Link GA|en}}


[[af:Radon]]
[[af:Radon]]
[[ar:رادون]]
[[ar:رادون]]
[[az:Radon]]
[[be:Радон]]
[[be:Радон]]
[[bg:Радон]]
[[bg:Радон]]
135-мĕш йĕрке: 138-мĕш йĕрке:
[[de:Radon]]
[[de:Radon]]
[[el:Ραδόνιο]]
[[el:Ραδόνιο]]
[[en:Radon]] {{Link GA|en}}
[[en:Radon]]
[[eo:Radono]]
[[eo:Radono]]
[[es:Radón]]
[[es:Radón]]

15:43, 21 Раштав уйӑхӗн 2010 вӑхӑтри верси

Радон / Radon (Rn)
Атом номерĕ 86
Ансат япалалăхăн курăмĕ Тĕссĕр, кăштах флуюресцилекен газ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
222,0176 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 214 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
1036,5(10,74) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Rn] 4f14 5d10 6s2 6p6
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 140—150 пм
Ион радиусĕ n/a пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
n/a
Электрод потенциалĕ
Оксидлав капашĕсем 0
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх (газ, 0 °C-ра) 9,81 мг/см3
(шĕвек., при -62 °C) 4,4 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 20,79[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх (газ, 0 °C-ра) 0,0036 Вт/(м·K)
Шăрану температури 202 K
Шăраннин пайлавла ăшши 2,7 кДж/моль
Вĕрев температури 211,4 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 18,1 кДж/моль
Моль калăпăшĕ n/a см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла
гранецентрла
Решетке периочĕ n/a Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури n/a K
Rn 86
[222]
6s²6p6
Радон

РадонЭлементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, виçеллĕ никĕсĕнче — тĕссĕр мăран газ; радиохастар, сывлăхшăн харушăллă. Пӳлĕм температуринче чи йывăр газ шутланать. Чи тăнăç изотопĕн (222Rn) çурма аркану тапхăрĕ 3,8 талăка çитет.

Çутçанталăкра тупăнни

238U, 235U тата 232Th радиохастар кил-йышне кĕрет. Амăш атомĕсем арканнă май яланах çĕнĕрен пулса пыраççĕ. Çĕр хуппинче 7·10−16% йывăрăшпе. Пархатарлă газ пулнă май çăмăллăн минералсен кристалл решеткинчен тухса кайса çĕр айĕнчи шыва, газсене тата сывлăша куçать. 222Rn çурма арканас тапхăрĕ пысăкрах пулнипе çак изотопăн виçи нумайрах. Сывлăшра радон мĕн чухлă пулни геологи породисенчен(нумай уранлă гранитсем радон çăлкуçĕсем пулса тăраççĕ, тинĕсем çийенче вара радон сахал), çанталăкран (çумăр вăхăтĕнче çĕр çинчи радон тухакан пĕчек çурăксем шывпа тулаççĕ) килет. Хĕлле çĕр шăнса юрпа хуплансан сывлăша радон тухасси чакать. Çăр айĕнчи сывлăшра вăтамран 7.4 Бк/л, уран пулнă çĕрте вунă хут нумайрах [2]. Атмосферăра вăтамран 222Rn (1.8*10-3 – 1.8*10-2 Бк/л) Рудниксенче питĕ нумай пулма пултарать: Ставрополь крайĕнче 5000 Бк/м3 таран, Карелинче 2500 Бк/м3 таран, Чулхула облаçĕнче 80000 Бк/м3 таран. Çурçĕр Муй тоннелĕнче 30000 Бк/м3 таран [3].
Радон çăлкуçĕсенче радон виçи пиншер Бк/л таран çитме пултарать [4] Раççей Патшалăхĕн радиаци-гигиена паспорчĕпе килĕшӳллĕн 2004 çулта 222Rn хутшăну шайе РФ 10 сбъекчĕнче пулнă. Чи нумаййи- Челябинск облаçĕнче - 1125 Бк/л [5]
Чăваш Енре радон виçи хутшăну шайĕнчен нумайрах пулнă вырĕнсем пур. Чи пысăк кăтарту - 450 Бк/л таран Патăръел районĕнчи Тренъел ялĕнчи пĕр пусăра [6] Çĕр чĕтренес умĕн сывлăшри тата çĕр айĕнчи шывсенче радон шуче ылмашать [7].

Физика пахалăхĕсем

Радон — пĕр атомлă радиохастар тĕссĕр тата шăршсăр газ. Шывра 460 мл/л таран ирĕлет; органикăлла растворителсенче, çынсçн ăшри çăвĕнче вуншар хут нумайрах ирĕлет. Полимер пленкисем витĕр çăмăл тухса каять. Силикагельпе хастарлатнă кăмрăк çинче вăйлă çăтăнать (сивĕтсен çăтăнасси ӳсет). Хăйĕн радиохастарлăхĕ пирки флюоресценци пур. Газ е шĕвек радонăн кăвак тĕслĕ, шĕвек азот температуринчи хытă радонăн флуоресценци малтан сарă, кайран хĕрлĕ-сарă тĕслĕ.

Хими пахалăхĕсем

Радон химилле çыхăнусем тумасăр ылмашми йышлă клатратсем тума пултарать. Пысăк температурăра фторпа радон RnFn (n = 4, 6, 2) евĕрлĕ çыхăнусем тăваççĕ. Радона дифторичĕ RnF2 - шурă вĕçмен крисаллă япала. Радон Фторичĕсене тата галогенсен фторичĕсемпе çыхăнстарса тума пулать. Радон тетрафторичĕнчен RnF4 е гексафторичĕнчен RnF6 гидролизĕпе радон оксичĕ RnO3 пулать. Тата катионсемпе RnF+ йышлă çыхăнусем пулаççĕ.

Усă курни

Медицинăра радон ваннисем тума усă кураççĕ [8]. Радон ваннисене нумай чирсенчен (чĕре, тир, нерв, стоматологи, хĕрарăм чирĕсем) сыватма усă кураççĕ. Металургинче газопроводсемпе домнасенче газсен юхăмне виçме кирлĕ. Геологсем уранпа тори шыранă чухне ту породисенче радон мĕн чухле пулнине виçеççĕ. Гидрологиче юханшывпа çĕр айĕнчи шывсем мĕнле çыхăннине пĕлме кирлĕ. Нанотехнологиче пĕчĕк пайăркасен шутне вмçме тата вĕсем мĕнле куçнмне питĕ ансат май пулма пултарать [9]

Биологи эффекчĕсем

Радонпа çын илекен дозăран çуррине яхăн çыхăнтараççĕ. Çын организăмне лексен ӳпке ракĕ патне çитерме пултарать. Радонпа унран пулнă изотпсем арканну хăвачĕ ӳпкере çăтăнать. Cывлăшпа организăиа лекнĕ радон пĕтем кĕлеткере пĕр-пек сарăлать.Радон, пархатарлă газ пулнипе, организăмра пухăнмасть, унран пулнă изотпсем сиенлăрех шутланаççĕ. Радон ваннинче 20 минут выртнă хыççăн тир витĕр кĕрсе шалти çу çинче пуçтарăнать (ваннăри 0.5% Rn таран). Ваннăри шыва п6тратса тăмасан тир çине 2% таран радонтан пулнă изотопсем лараççĕ [10]. Радонăн 90% организăмран 1 сехет хушшинче тухса пĕтет, ытларах пайĕ сывлăшпа (сывлăшпа кĕнин 90%, ванна хыççăн- 60%). Шăшисене 26 сутка хушши 37 Бк/л 222Rnлă сывлăшпа сывлатарсан вĕсем 22-30 талăкран вилеççĕ. Шалти органсем шуралаççĕ тата атрофи, пĕверпе пӳре çинче çупа гиалин дегенерацийĕ пулать. Пĕр сехет хушши сывлатарсан шăшисен ЛД50/30 - 277 МБк/л.
Табак туртасипе çыхăннă хыççăн радон ӳпке ракĕн 2-мĕш факторĕ тесе шутлаççĕ. Радонпа çыхăннă ӳпке ракĕпе вилни ракпа вилнисен хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнать [11]. Ӳпке ракĕ XIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Шнеебергпа Яхимоври (хальхи Германипе Чехи) шахтерсен чи малтан тупăннă. Шахтерсен çурри ытла (60—80 %) ӳпке ракĕ пирки вилнĕ. Шахтерсем виличчен Шнеебергра 15—18 çул, Яхимовра - 13—25 çул ĕçленĕ. Çакна шахтăсенче радон нумай пулнипе çыхăнтараççĕ. НРБ-99/2009 [12] килĕшӳллĕн Раççей Федерацинче çĕнĕрен тунă çуртсенче радон 100 Бк3 иртмелле мар. Пурăнакан çуртсенче 200 Бк/м3, ĕçмелли шывра 60 Бк/л иртмелле мар. Хальхи вăхăтра нумай çĕршывсенче пурăнакан çуртсенчи сывлăшра, ĕçмелли шывра, тата çĕр чĕтрекен вырăнсенче радон хастарлăхне сăнаса тăраççĕ.

Пулĕмри радон шайне чакармалли майсем

Чи малтан пӳлĕме радона çĕр айĕнчен кăме чармалла. Коммуникаи килекен вырăнĕсене (шыв, газ, канализаци пăрăхĕсем) лайăх хупламалла, барит штукатурки хумалла. Стенасе çу сăррисемпе сăрлани стенаран радон тухнине 2 хут чакарать [13]. Пӳлĕмсене уçăлтарсан радон шайĕ нумай чакать. Сывлăш ионизаторĕсем те пӳлĕмри сывлăша тасатаççĕ [14].

Изотопĕсем

Çутçанталкра(222Rn)-сăр пуçне (220Rn) (Т1/2 = 54.5 с), торон ятпа палăртни тата (219Rn) (Т1/2 = 3.92 с), актинон ятпа палăртни, тĕл пулаççĕ. Вĕсене 1900-1904 çулсенче Резерфордпа Оуэнс тата Рамзайпа Содди, Дорн, Дебьерн уйрăмăн тупнă. Тата (218Rn) (T1/2=35 мс) питĕ сайра тĕл пулать. Ку изотпсем пурте альфа-майпа арканаççĕ. Тата 30 195-тан 228 таран атом йывăрăшлă искусствăлла Rn изотопĕсем пур.

Асăрхатарусем

  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Советская энциклопедия. — Т. 4. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ Алешин Ю.Г., Торгоев И.А., Лосев В.А. Радиационная экология Майлуу-Суу.
  3. ^ Государственный доклад “О санитарно-эпидемиологической обстановке в Российской Федерации в 1997 году”
  4. ^ Бахур А.Е. Радиоактивность природных вод // АНРИ. 1996/97. № 2 (8). С. 32-39.
  5. ^ Результаты радиационно-гигиенической паспортизации в субъектах Российской Федерации за 2004 год. М.: ФГУЗ «Федеральный центр гигиены и эпидемиологии Роспотребнадзора», 2005. 69 с.
  6. ^ Васильев А.В., Дринев С.Э., Скворцов С.Е. и др Значимые радионуклиды на территории Чувашской Республики. — 500 экз.
  7. ^ Уткин В.И., Юрков А.К. Динамика выделения радона из массива горных пород как краткосрочный предвестник землетрясения // Докл. РАН. 1998. Т.358. №5. С.675-680.
  8. ^ Гусаров И.И. Радонотерапия. М.: Медицина, 2000, 200 с.
  9. ^ Рузер Л.С. Сага о Радоне и его дочерях // АНРИ. 2006. №4. С.67-72.
  10. ^ Вредные химические вещества. Радиоактивные вещества: Справ. изд. /. Под. ред. В.А.Филова и др. Л.:Химия, 1990. 464 с.
  11. ^ S. Darby, D. Hill, R. Doll (2001). "Radon: A likely carcinogen at all exposures". Annals of Oncology 12 (10): 27. DOI:10.1023/A:1012518223463.
  12. ^ СанПиН 2.6.1.2523-09 «НОРМЫ РАДИАЦИОННОЙ БЕЗОПАСНОСТИ НРБ-99/2009»
  13. ^ Ильин Л.А. Основы защиты организма от воздействия радиоактивных веществ. — Атомиздат.
  14. ^ Кузнецов А.Г., Снытко А.С., Угаров В.А Снижение радоноопасности помещений с помощью генераторов с холодной эмиссией электронов // АНРИ. 1996/97. №2(8). С. 18-22.

Каçăсем

Вуламалли

  • Сердюкова А.С., Капитанов Ю.Т. Изотопы радона и продукты их распада в природе. М., 1975. 395 с.



Шаблон:Link GA