Сăрă хир чăххи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.5.2) (робот улăштарчĕ: eo:Griza perdriko
п робот хушрĕ: stq:Petrieshanne
47-мĕш йĕрке: 47-мĕш йĕрке:
[[sl:Jerebica (ptica)]]
[[sl:Jerebica (ptica)]]
[[sr:Пољска јаребица]]
[[sr:Пољска јаребица]]
[[stq:Petrieshanne]]
[[sv:Rapphöna]]
[[sv:Rapphöna]]
[[tl:Pugong labuyo]]
[[tl:Pugong labuyo]]

01:00, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Сăрă хир чăххи


Хир чăххи пысăках мар кайăк. Çур килограмма яхăн тайма пултарать. Чăх йышне кĕрет. Вĕтлĕхсенче, çӳллĕ курăк ăшĕнче пурăнать. Çăмартисем (15-20) хăмăртарах сарă тĕслĕ. Хир чăххи вĕсене 3 эрне хушши пуса ларать. Чĕпписем çуллахи кунсем пуçланнă вăхăтра тухаççĕ. Амăшĕ вĕсене тӳрех йăваран илсе тухса каять. Ашшĕ чĕпсене хастар сыхлать. Апачĕ ытларах ӳсентăрантан тăрать. Хĕллехи вăхăтра утă-улăм капанĕсем патне çӳрет. Хĕллехи вăхăтри чи юратнă апачĕ - ырашпа тулă калчи. Ун пек апата шыраса вăл çур метр тарăнăш юр чавма пултарать. Апат сăхнă тата каннă вăхăтра пĕр-икĕ хир чăххи яланах хуралта тăрать. Инкек тухсан тĕрлĕ еннелле чăл-пар саланса пĕтеççĕ. Ăсансем пек юр айĕнче те çĕр каçма пултараççĕ. Пирĕн патăртан вĕçсе каймаççĕ. Пирĕн республикăра вĕсен йышĕ пĕчĕк, нихăш çул та 500 пуçран иртмест. Ку тăшманĕсем нумай пулнăран, çынсем тĕрлĕ ядохимикатсемпе усă курнăран килет.