Эссе: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: uz:Insho
п робот хушрĕ: si:රචනා
75-мĕш йĕрке: 75-мĕш йĕрке:
[[ru:Эссе]]
[[ru:Эссе]]
[[sh:Esej]]
[[sh:Esej]]
[[si:රචනා]]
[[simple:Essay]]
[[simple:Essay]]
[[sk:Esej]]
[[sk:Esej]]

01:42, 25 Кӑрлач уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Эссе́ (фр. essai «хăтлану, тăрăшу, очерк», лат. exagium «шута илӳ») — проза майĕпе, ирĕклĕ композиципе хайланă пĕчĕк калăпăшлă литература жанрĕ.

XVIII—XIX ĕмĕрсенче эссе — акăлчан тата франци журналистикин паллă жанрĕ. Эсселĕхе аталанассипе Англире Дж. Аддисон, Ричард Стил, Генри Филдинг, Францире — Дидро тата Вольтер, Германире — Лессинг тата Гердер тăрăшнă. Эссе было основной формой философско-эстетической полемики у романтиков и романтических философов (Г. Гейне, Р. У. Эмерсон, Г. Д. Торо).

Эссе жанрĕ акăлчан литературинче питĕ тарăн тымар ярать: Т. Карлейль, В. Хэзлитт, М. Арнолд (XIX ĕмĕр); М. Бирбом, Г. К. Честертон (XX ĕмĕр). XX ĕмĕрте эсселĕх уйрăмах хăвăрт аталанать: эссе стилĕпе аслă философсем, прозаиксем, поэтсем (Р. Роллан, Б. Шоу, Г. Уэллс, Дж. Оруэлл, Т. Манн, А. Моруа, Ж. П. Сартр) усă кураççĕ.

Акăлчан литератури

Франци литератури

Литва литератури

Литва тиркевĕнче эссе (лит. esė) терминпа пĕрремĕш Балис Сруога 1923 çулта усă курнă. Эссе уйрăмлахĕпе Юозапас Альбинас Гербачяускасăн «Турăн кулли» (лит. «Dievo šypsenos», 1929) тата Йонас Коссу-Александравичюсăн «Турăсемпе смуткялиссем» (лит. «Dievai ir smūtkeliai», 1935) ĕçĕсем палăраççĕ. Эссе шутнех Эдуардас Межелайтисăн , «Вăхăта кăтартман кун кĕнеки» (лит. «Dienoraštis be datų», 1981) Юстинас Марцинкявичюсăн «Поэзи тата сăмах» (лит. «Poezija ir žodis», 1977) Марцелиюс Мартинайтисăн «Вилтăпринчи папируссем» (лит. «Papirusai iš mirusiųjų kapų», 1991) ĕçĕсем кĕреççĕ. Томас Венцловăн çырăвĕнче те эссе йĕрĕ сисĕнет.

Вырăс литератури

Вырăс литературинче эссе жанрĕ тымар ярайман. Эссе стилĕпе А. С. Пушкин («Путешествие из Москвы в Петербург»), А. И. Герцен («С того берега»), Ф. М. Достоевский («Дневник писателя») хайланă. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче эссе жанрĕпе В. И. Иванов, Д. С. Мережковский, Андрей Белый, Лев Шестов, В. В. Розанов, каярах — Илья Эренбург, Юрий Олеша, Виктор Шкловский, Константин Паустовский çырнă.

Асăрхавсем

Каçăсем