Шаляпин Фёдор Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Zorrobot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.5.2) (робот хушрĕ: nn:Fjodor Sjaljapin
п r2.7.1) (робот хушрĕ: la:Theodorus Šaljapin
30-мĕш йĕрке: 30-мĕш йĕрке:
[[ja:フョードル・シャリアピン]]
[[ja:フョードル・シャリアピン]]
[[ka:თედორე შალიაპინი]]
[[ka:თედორე შალიაპინი]]
[[la:Theodorus Šaljapin]]
[[lt:Fiodoras Šaliapinas]]
[[lt:Fiodoras Šaliapinas]]
[[nl:Fjodor Sjaljapin]]
[[nl:Fjodor Sjaljapin]]

07:08, 13 Нарӑс уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Шаляпин Фёдор Иванович

Шаляпин Фёдор Иванович, — паллă вырăс опера юрăçи. 1873 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Хусанта çуралнă. 1938 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче килнĕ.

Кун-çулĕ

Фёдор вырăс Иван Яковлевич Шаляпин (1837—1901) хресченĕн кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех юрланă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ илнĕ.

1889 çулта вăл В. Б. Серебряковăн драма ушкăнне лекет. 1890 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл чи малтанхи хут пĕччен юрлать — Евгений Онегин оперăра Зарецкий партине юрлать. 1890 çулхи авăн уйăхĕнче вăл Хусантан Ӗпхĕве куçать, С. Я. Семёнов-Самарскийĕн опера труппинчи хорĕнче юрлама пуçлать. Монюшкăн «Галька» оперинче пĕр артист чирлесе кайсан ăна солист вырăнне тăратаççĕ. Çапла вăл хорта юрлаканран солист пулса тăрать.

1893 çулта вăл Мускава, 1894 çулта Санкт-Петербурга çитет. 1918 çулта вăл Республикăн халăх артисчĕ ятне тивĕçĕт. 1921 (1922) çул хыççăн вăл чикĕ леш енче юрлама тухса каять те нумай хушă тăван çĕршывне таврăнмасть. Ку Совет влаçне килĕшмест — вĕсем унăн халăх артисчĕ ятне те каялла илеççĕ, тăван çĕре таврăнма чараççĕ.

1937 çулхи çуркунне вăл лейкемипе чирлени паллă пулса тăрать. 1938 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче арăмĕ алли çинче вилсе кайнă. Пытарма ăна Батиньоль çăви çинче пытарнă пулнă, анчах та 1984 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче ăна Мускаври Новодевичье çăви çине куçарнă.

Ӗçĕсем