Фонема: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот хушрĕ: be:Фанема
п r2.7.1) (робот хушрĕ: eu:Fonema
32-мĕш йĕрке: 32-мĕш йĕрке:
[[es:Fonema]]
[[es:Fonema]]
[[et:Foneem]]
[[et:Foneem]]
[[eu:Fonema]]
[[fa:واج]]
[[fa:واج]]
[[fi:Foneemi]]
[[fi:Foneemi]]

20:25, 15 Нарӑс уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Фонема (гр. phonema «сасă») — чĕлхери сасăсен тытăмĕн тĕп единици. Фонема — сăмахра е морфемăра кăна палăракан чĕлхе единици, вăл хăйне тĕллĕн, уйрăм çӳремест.

Фонемăсен виçĕ тĕрлĕ функци пур:

  1. сăмахсемпе морфемăсем тумалли (калăпламалли) хатĕр шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, пар сăмах виçĕ фонемăран тăрать. Вĕсен çакăн пек вырнаçнă йĕрки пирĕн ăс-тăнра уйрăм пĕлтерĕше (вырăсла «дать») кăтартать;
  2. сăмахсене тата морфемăсене палласа илме пулăшаççĕ. Пар сăмахри виçĕ фонема çирĕп йĕрки ăна ытти сăмахсемпе (тĕслĕхрен, пур, пыр, пăр) хутăштарма май памасть;
  3. сăмахсене, морфемăсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулăшаççĕ. Пар сăмах варринче а уçă фонема пур пирки пыр, пур, пăр сăмахсенчен уйрăлса тăрать. Сăмахсен асăннă ретĕнче (пар, пыр, пур, пăр) варринчи а, ы, у, ă кашниех уйрăм фонема пулать, вĕсен уйăру функцине тăваççĕ.

Пуплевре фонемăсем мар, вĕсен конкретлă представителĕсем — уйрăм сасăсем — палăраççĕ. Пуплевре пĕр-пĕр фонема шутне кĕрекен сасăсем, мĕнле сасăсемпе юнашар тăнине пула, кăшт та пулин урăхларах илтĕнеççĕ. Унашкал сасăсене аллофонсем, е фонемăсен варианчĕсем теççĕ. Танлаштарăр: уба — эбĕ, агă — игĕ, хужă— хӳжĕ. Ку тĕслĕхсенчи б, г, д хупă сасăсем хытă б, г, д фонема варианчĕсем е аллофонĕсем пулса тăраççĕ.

Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин фонологи тата морфонологи пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ.