Ubuntu: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.5.2) (робот улăштарчĕ: en:Ubuntu (operating system)
п r2.6.5) (робот кăларса пăрахрĕ: ksh:Ubuntu
119-мĕш йĕрке: 119-мĕш йĕрке:
[[ko:우분투 (리눅스 배포판)]]
[[ko:우분투 (리눅스 배포판)]]
[[ks:Ubuntu]]
[[ks:Ubuntu]]
[[ksh:Ubuntu]]
[[ku:Ubuntu GNU/Linux]]
[[ku:Ubuntu GNU/Linux]]
[[ky:Убунту]]
[[ky:Убунту]]

19:38, 16 Пуш уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси

Ubuntu 10.10

Ubuntu — операци системи, Linux дистрибуцийĕсен пĕри. Тӳлевсĕр сарăлать. Debian Linux çинче никĕсленĕ. Тĕллевĕ - ирĕклĕ, çăмăл операци системи тăвасси. Йĕртсе пыраканĕ Canonical Ltd. фирми.

Ubuntu тĕп графика таври - GNOME ĕç сĕтел системи. Юлашки версийĕ Ubuntu 10.10 (Maverick Meerkat) ятлăскер 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă. Çитес версине 2012 çулхи ака уйăхĕнче кăларма кирлĕ.

Лайăх енĕсем

  • Ubuntu тӳлевсĕр, илме çăмăл. Пĕрре те тӳлемесĕр диск ярса параяççĕ е диск сăнлăхне тетелтен уçласа илме пулать.
  • Ubuntu çĕнĕрен кашни улттăмĕш уйăхпа кăлараççĕ.
  • Ubuntu çĕнĕ версийĕсем кашнинче GNOME кăларнă хыççăн пĕр уйăх иртсенех çĕç параççĕ. Тĕллевĕ - яланах çун-çĕнĕ программăсем пуласси.
  • Çитмеллĕхпе локализаци пысăк япаласем. Тĕнчери кашни çын компьютер усă курайтăр тесе UTF-8 кодлăхне стандарт пек усă кураççĕ.
  • Ubuntu ăслă пиччĕшĕ Debian. Иккĕшĕ deb форматлă лартас файлсемпе ĕçлеççĕ. Аталантаракансен-программа-çыракансен нумайăшĕ иккĕшĕпе аппаланаççĕ.
  • Çĕнĕрех версине илесси те çăмăл, вăл программа ларни пек пулса иртет.
  • Ubuntu лартас дискшăн нумай вырăн кирлĕ мар. Вĕçех пĕр диск çĕç çитет. Тата лартас диск Live-CD пулса ĕçлет. Усă куракан çĕнĕ операци системине лартмасăр та ăна тĕреслеме, тутласа пăхма пулать. Кайран кăмăла кайсан пĕр пуснипе операци системине хытă диск çине те çăмăлăн лартма пулĕ.
  • Яланхи Ubuntu версийĕсенче администратор (root) шучĕ хупалнă. Ун вырăнне администратор ĕçĕсене тăвас тесен ĕçленĕ вăхăтра sudo çырса хушаççĕ.

Философийĕпе хаклани-шутлани

Ubuntu ячĕ операци системин пĕтĕм шутланине кăтартса тăрать. Зулу чĕлхипе тата урăх Африкăри чĕлхисенче вăл çынлăх, пĕрле тăни пĕлтерет. Тӳррĕн куçарсан: эпир пур çынсем пулни кура эпĕ эпĕ пулайатăп. Çак шутлани Ubuntu çынсене пĕрлештерет. Вăл яланах тӳлевсĕр пулнине, мĕнпур çын, мĕнпур чĕлхипе калаçакансем, кашни инвалидлăхлă çынсем ăна усă курма пултарнине Ubuntu пĕрлĕхĕ сăмах парать. Унсăр пуçне программăсене улшăнтарма усă кураканăн тулли ирĕкĕ.

Чăвашла куçарни

2007 çулта чăвашла куçарма пуçланă.

Усă курни

  • 2007 çулта Франци парламĕнчĕ Windows XP вырăнне Ubuntu операци системине усă курма пуçланă[1].
  • Google шырав системин компьютерĕсем Goobuntu - ятарлă Ubuntu дистрибутивне усă кураççĕ[2].
  • «Википеди» проектăн серверĕсем те Ubuntu операци системи çинче ĕçлеççĕ[3].

Ӳкерчĕкĕсем


Каçăсем

Асăрхавсем

Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link FA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA Шаблон:Link GA